"Шкул амăшĕ"

"Шкул амăшĕ"

Çакăн пек хисеплесе чĕнеççĕ Виçпỹрт Шăмăршăра пурăнакан 87-ри Нина Семеновăна. Хăй вăл _ икĕ хĕрпе икĕ ывăл амăшĕ, 8 мăнукпа 9 кĕçĕн мăнукăн кукамăшĕпе асламăшĕ; кĕçĕн ывăлĕн çемйипе савăнса, килĕштерсе пурăнать. Ĕç биографийĕ шкулпа çыхăннăран, кунта пĕлỹ пухнă ачасемшĕн тăван амăшĕ вырăнĕнчех пулнă, ĕнерхи выпускниксем халĕ те Нина Ивановнăна хăйсене пурнăç пилленĕ çынпа танах хураççĕ. "Шкул амăшĕпе" паллаштарассине пирвайхи тивĕçĕмĕр вырăнне хуратпăр.

... 1938-çулхи çу уйăхĕнче Тутарстанăн Çĕпрел районне кĕрекен Чăваш Ишлĕ ялĕнче çуралнă пирĕн хисеплĕ те сăпайлă çыннăмăр. Çемьери лару-тăрăва пула Нина Падюкина Чăваш АССРĕн Шăмăршă районне кĕрекен Виçпỹрт Шăмăршă ялне пурăнма куçать. Вун пĕр çулта çак ялăн шкулĕнче вĕренме пуçлать. Унтан Шăмăршă вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухать. Кунсерен 5-шер çухрăм каллĕ-маллĕ утма, уйрăмах хĕлле тарăн юр ашма, ял ачисене çăмăл пулман. Шкула лайăх паллăсемпе вĕçлесен те, малалла вĕренме май килмен. Амăшне шеллесе ялах юлнă Нина.

Ĕç биографине 18-ти Нина ял шкулĕнче пуçланă. 1957-çулта Виçпỹрт Шăмăршă шкулĕнче бухгалтер ĕçне тытăнать. Делопроизводитель тивĕçне пурнăçлать. Хĕрачасене ĕç урокĕнче çĕвĕ, тĕрĕ ăсталăхне хăнăхтарать, çыхма вĕрентет. Пуçламăш классен вĕрентекенĕсене те улăштарать. Ачасен йышĕ чакма пуçласан техслужащи ĕçне куçать. Шкулти техслужащи ĕçĕ çав тери йывăр пулнă. Хĕллехи сивĕ кунсенче çур çĕр иртсе икĕ сехетре ĕç кунĕ пуçланнă. Ачасем килсе урок пуçланнă вăхăта кăмакасене хутса пĕтерсе юшкасене хупмалла пулнă. Çулла вара вутă, брикет, кăмрăк хатĕрленĕ, сарайне тирпейлесе вырнаçтарнă. Паллах, вĕренỹ пỹлĕмĕсене çуса тасатсах тăнă.

Мĕнле ĕç шанса панă _ пурне те тăрăшса, тирпейлĕ тунă Нина Ивановна. Пĕрне те тиркемен, йывăрлăхран хăраман.

Шкулти кирек мĕнле ĕçе те Нина Ивановнăна пуçлама ыйтатчĕç. "Кăмăлăр _ ырă Сирĕн, аллăр _ ылтăн, ĕçе Эсир пуçласан вăл кал-кал пырать", _ тетчĕç. Икĕ хутлă çĕнĕ шкула та унăн пилĕпех вĕренме кĕтĕмĕр.

Кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пултарнă ăш пиллĕ хĕрарăм. Нихçан та, никампа та хирĕçмен; канашпа та, ĕçпе те пулăшма тăрăшнă. Шкултан инçе пулманнипе, ютран килнĕ çамрăк вĕрентекенсемшĕн Нина Семеновăн килĕ çывăх, ăшă пулнă ялан. Амăш ăшшине унран илнĕ тин кăна шкул алăкне уçнă специалистсем. Хамăр хушăмăрта эпир Нина Ивановнăна "Шкул амăшĕ", _ тесе чĕнеттĕмĕр. Мĕн пур ырри, мĕн пур кирли унран тухса тăратчĕ те-ха. Пирĕншĕн вăл, чăннипех те, иккĕмĕш анне вырăнĕнче пулнă. Хамăр та халĕ _ анне çеç мар, асанне-кукамай та. Апла пулин те, паянхи кун та хамăра унăн ачисем пек, ун хỹтлĕхĕнчи пек, туятпăр. Тĕрĕссипе, Нина Семенова ĕç ветеранĕн витĕмĕпе, чун ăшшийĕпе çитĕнсе пурнăç çулĕ çине тăнă кашни çын сăмахĕ ку.

А.Юманова, З.Левашкина, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем. Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ.



28 ноября 2025
16:57
Поделиться