"Сывлăх çурчĕ _ пирĕн хỹтлĕх!"

"Сывлăх çурчĕ _ пирĕн хỹтлĕх!"

Ĕнер, ноябрĕн 27-мĕшĕнче, чаплă лару-тăрура нумай нациллĕ Палтиел ялĕнче тухтăр амбулаторине уçрĕç.

Паллă пулăма тĕрлĕ шайри представительсем хутшăнчĕç: Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Андрей Кокуркин, Палтиел ял территори уйрăмĕн начальникĕ Феннур Рахматуллов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн Заместителĕ Владимир Степанов, Шăмăршă район больницин тĕп врачĕ Ирина Смирнова. Вĕсем хальхи тухтăр амбулаторийĕсен халăх пурнăçĕнчи вышкайсăр пысăк пĕлтерĕшне палăртрĕç. Палтиел ялĕн хисеплĕ гражданинĕ, ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Роза Минеева ял-йыш ятĕнчен ЧРПуçлăхне Олег Николаева, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствине, Шăмăршă округ администрацине, Палтиел ял территори уйрăмне, "Строитель Плюс" ОООна (генеральнăй директорĕ _ Николай Быков) халăх сывлăхне упрасси çине тимлĕх уйăрнăшăн, услови туса панăшăн чĕререн тав турĕ.

Çĕнĕ сыватмăш çуртне уçмашкăн çамрăк ăру _ ял вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем, сывлăх çурчĕн символла уççине илме тухтăр амбулаторийĕн заведующийĕ Николай Яковлев врач тивĕçрĕç.

Çывăхри 5 ялăн çыннисене çĕнĕ тухтăр амбулаторийĕ йышăнма пуçларĕ те.

Зинаида Свеклова.

Шухăш

О.Николаевăн сăмахне Шăмăршă район больницин тĕп врачĕ Ирина СМИРНОВА комментарилет:

_ Ятарлă çар операцине хутшăннисен медицина пулăшăвне черетсĕр илме право пур. Çапла тумашкăн медучреждени регистратурине удостоверени кăтартса çапăçусене хутшăннисен статусĕ пуррине çирĕплетни те çителĕклĕ. Районти тĕп больницăра вĕсене медицина пулăшăвĕ панă чухне пăхма ятарлă специалист уйăрнă. Сиплеве СВО участникĕсен килĕсене çитсе те йĕркелетпĕр. Операцие хутшăннисем тата вĕсен çемйисем валли "Уçă алăк кунне" ирттеретпĕр. Çак категори сывлăхне Республика онкодиспансерĕнче те тĕрĕслеççĕ _ усал шыçă пуласран асăрханас тĕлĕшпе ку питĕ вырăнлă.

Пирĕн врачсем СВОна хутшăннисен мĕн пур чирне тупса палăртассишĕн тăрăшаççĕ. Врач-стоматологсем медпулăшу панă чухне терапин, парадонтологин, хирургин сиплев майĕсемпе усă кураççĕ.

Çавăн пекех çапăçу ветеранĕсемпе вĕсен çемйи- сене психологи пулăшăвĕ парассишĕн те тăрăшатпăр.



28 ноября 2025
18:02
Поделиться