Сĕтел çинчи теннис _ юратнă вăйă

ИРТНĔ эрнере Шăмăршăри "Туслăх" спорт шкулĕ сĕтел çинчи теннис вăййине юратакансене пуçтарнă. Кунта Шăмăршă муниципалитет округĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн пыракан ăмăртăвăн пĕрремĕш тапхăрĕ иртнĕ.

Çивĕч кĕрешỹре Шăмăршă район больницин сотрудникĕ Федор Петров çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта _ "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕнче ĕçлекен Василий Ермошкинпа Карапай Шăмăршăри психоневрологи интерначĕн директорĕ Андрей Вазанов.



28 ноября 2025
16:07
Поделиться