Суворов та савăннă пулĕччĕ...
ХАÇАТĂН иртнĕ номерĕнче "Паттăрсем Шăмăршăра çитĕнеççĕ" статья пичетленсе тухсанах тепĕр ырă хыпар пĕлтĕмĕр: Шăмăршă вăтам шкулĕнчи çамрăк спортсменсем Шупашкарта канат туртса вăй виçес тĕлĕшпе Раççей генералиссимусне Александр Суворова халалласа ирттернĕ турниртан çĕнтерỹпе таврăннă. Республикăри Вĕренỹ министерстви йĕркеленĕ çак ăмăртура шăмăршăсем аслă ушкăнра _ пĕрремĕш, вăтам ушкăнра иккĕмĕш вырăн йышăннă. Саламлатпăр сире, Шăмăршă çĕрĕн çамрăк паттăрĕсем!