"Тревога!"
(Милици ĕçченĕ каласа панинчен)
ВАÇÇА шалти ĕçсен пайĕнче улттăмĕш çул ĕçлет. Вăл _ çул-йĕр инспекторĕ. РОВДран инçех мар пурăнать. ЧП тавраш пулсан, дежурнăйсем Ваççа патне чупса килеççĕ (вăл вăхăтра кĕсье телефонĕсем пулман). Пушар е çул çинче авари _ хăвăртрах тухса каймалла, инкек вырăнне çитмелле.
Хальхинче те Ваççана çĕрле, иккĕсенче, вăратрĕç. РОВДна çитсен мĕн пулнине пĕлчĕ хайхи. Совет районне кĕрекен пĕр ял çыннин "Москвичне" "пусмăрласа" илсе кайнă, автомобиль хуçине хĕнесе пĕтернĕ. К. ятлă çын 21-22 сехетсенче хĕреслĕ çул хĕрринче Шупашкартан килекен автобуса кĕтсе тăнă. Çак автобуспа унăн йăмăкĕ килмелле пулнă. Кĕтмен çĕртен "Москвич" хуçи патне икĕ патвар çамрăк пырса тухать. Иккĕшĕ те ỹсĕр. Машина ăшне кĕрсе лараççĕ вĕсем.
_ Пирĕн Чĕмпĕре хăвăрт çитмелле. Атя, кайрăмăр! _ тесе хăратса кăшкăрма тытăнаççĕ.
Хыçалта лараканни К-на хытах çапса ярать, руль умĕнче лараканскере сĕтĕрсе кăларать те хыçалти ларкăчсем çине вырттарать. К. çине хăпарса ларать.
Тепри руль умне ларать. Çамрăксем ют машинăпа малалла вĕçтереççĕ. Ỹсĕрсем çул çинче тикĕсех пырайман, çакăнпа усă курса К. "Москвич" пынă вăхăтрах сиксе юлать. Çул хĕррипе _ пысăках мар вăрман, юнашарах _ çырма. Çавăнта уксахласа çитет машина хуçи, выртса пытанать.
Пусмăрçăсем каялла çаврăнаççĕ, фарăсемпе çутатса К-на шыраççĕ _ тупаймаççĕ. Малалла каяççĕ.
Инкек тỹснĕ водитель автоçул çине тухмасăр хир тăрăх, çырма урлă РОВДна çитет. Лару-тăру пирки каласа парать. Йĕрке хуралçисем "Васкавлă пулăшу" чĕнтереççĕ. Шур халатлисем К-ăн суранĕсене çыхса эмел парса хăвараççĕ.
Ваççа Чĕмпĕр хулин шалти ĕçсен пайĕн дежурнăйĕсемпе çыхăнать, çак ЧП çинчен пĕлтерет. Нумаях та вăхăт иртмест _ Сĕве районне кĕрекен пĕр урамра ют "Москвича" асăрхаççĕ. Вăхăта сая ямасăр Ваççа _ çул-йĕр инспекторĕ _ Чĕмпĕре çул тытать. Тупăннă автомобиле илсе таврăнать, хуçине тавăрса парать.
Вăрăсем кам пулнине часах палăртаççĕ. Тискер ĕçе судра пăхса тухнă хыççăн преступниксене кирпĕч шутлама ăсатаççĕ.
Шуркка Петти, Шăмăршă ялĕ.