Учитель-2
Турă ирĕкĕпе мана ятарлă çар операцине уйрăм инженер-сапер батальонне тепĕр хут ячĕç. Эп çула тухиччен мăшăрăм, кỹршĕри Валя аппа, хамăр чиркĕве çỹрекенсем СВОра тăракансем валли çур çĕр иртсе икĕ сехетчен пан улми кукли пĕçерчĕç. 4 сехетре вара эпир машинăна тиенĕ вырăнтан СВО зонине тухса кайрăмăр.
Вырăна çитсен эпĕ Учителе служба ирттерме килни çинчен пĕлтертĕм. Пире ăшшăн, хисеп туса йышăнчĕç. Салтаксем кукăльсене "хир" кухнине çитерме пулăшрĕç. Каçхи апатра пурте хаваслăн, шỹтлесе-кулса: "Килти пекех тутлă", _ тесе кучченеçпе сăйланчĕç.
Поварсем маттур: Стелс, Симба май пур таран "килти пекех" хатĕрлеме тăрăшаççĕ. Меню пуянах мар, çапах та апат тутлă. Рис пăтти, хура тул пăтти, тушенкăллă макарон. Кăнтăр апатĕнче _ консервран пĕçернĕ яшка. "Хир" кухни пиртен пĕр 500 метрта. Повар ĕçĕ _ çăмăл мар (калама кăна çăмăл). Ир-ирех тăмалла, ирхи апат янтăламалла, унтан _ кăнтăр апачĕ, кайран _ каçхи апат. Кашни кун çапла. Кунсăр пуçне, ытти задача та пур. Пире тăрантарнăшăн Турă вĕсене сывлăхне те вăй-халне патăрччĕ. Вăй пултăр тесен, салтакăн хырăмĕ тутă пулмалла. Выçă хырăмпа салтак çапăçаймасть; паллах, ытлашши çини те усă кỹмест.
...Учительпе пĕрле час-часах лагерь территорийĕнче утса çỹретпĕр, çар хуралĕн пĕтĕм постне тĕрĕслетпĕр. Пурнăç, хальхи çапăçусем пирки калаçатпăр.
Учитель _ пысăк сас паллирен пуçланакан Çын, сапер батальонĕн командирĕ. Вăл хăйĕн тĕслĕхĕпе, паттăрлăхĕпе хисепе тивĕçлĕ. Учитель хăйĕн подразделенине ăста ертсе пырать. Кашни боецпа командир, сехет механизмĕ пек, хăйсен ĕçне тăваççĕ. Çỹлерехри командовани лартнă задачăсем вара пурнăçланаççĕ. Ыр кăмăллă çынсемпе (гуманитари пулăшăвĕ паракансемпе) тĕл пулать. Вĕсем пире, пирĕн Тăван çĕр-шывăмăра тĕрлĕ енĕпе пулăшма тăрăшаççĕ. Пулăшу вара нумай кирлĕ: экскаватор, кран, генератор, хăма, брус, пăта, саморез, дрон, "Мавик" (разведкăпа сăнав тума усă куракан пилотсăр вĕçекен аппарат), 3d принтер батарейĕ, комплектлакан ретранслятор тата ытти япала. Тавах ырă çынсене _ салтаксене, Тăван çĕр-шыва пулăшакансене _ пурне те! Пире пысăк пулăшу паракан отставкăри пĕр полковник ("Асатте") мана каланăччĕ: "Вăрçă вăхăтĕнче Тăван çĕр-шыва пулăшман çын _ Çĕр-шывăн сутăнчăкĕ". Кирек епле пулăшу та пирĕншĕн хаклă. Пире пулăшакансене _ маскировка сетки çыхакан хĕрарăмсене, алса-чăлха çыхакан асаннесене, пахча çимĕçрен банка хупакансене _ пысăк тав! Çакă ĕнтĕ вăл _ çывăх çынсене юратни. Çын хăйĕн вăхăтне, укçи-тенкине, мĕн пур майсене чăтăмлăн ыттисемшĕн сапалани те _ çывăххисене юратни.
СУДУК.
(Малалли пулать)