Василий Никифоров генерала аса илнĕ
НОЯБРĔН 19-мĕшĕнче Шăмăршă вăтам шкулĕнче хамăрăн мухтавлă ентешĕн Василий Никифоров генерал-майорăн çуралнă кунне чаплăн паллă тунă. Ачасемпе тĕл пулма Василий Николаевич ертсе пынă Томскри аслă çар çыхăну училищинчен вĕренсе тухнă хисеплĕ çынсем те килнĕ. Генерал-майора П.Алексеев полковник, Г.Савельевпа В.Петров подполковниксем, училище выпускникĕ В.Акимов, ГСВГ ветеранĕ П.Иванов тата Пограничник çарĕсен ветеранĕ Е.Сетриванов чи ырă сăмахсемпе аса илнĕ.
Тĕл пулăва килнисем шкулта Паттăрлăх урокĕ ирттернĕ, В.Н.Никифоров генерал-майора халалланă Çар мухтавĕн музейĕнчи экспонатсемпе паллашнă.
Çак кунах хаклă хăнасем Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнчи педагогсемпе тата ачасемпе тĕл пулу йĕркеленĕ.