Ветерансем салтаксемшĕн тăрăшаççĕ
ИКĔ çул çурă ытла ĕнтĕ округ центрĕн Культура керменĕ çумĕнче "Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!" пуçару ушкăнĕ йĕркелени. Ушкăн тĕрлĕ çулти, тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă 20 ытла пенсионеркăна пĕрлештерсе тăрать. "Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!" ушкăн ятарлă çар операцине хутшăнакан воинсем валли маскировка сетки çыхать, тĕрлĕ çи-пуç çĕлет, гуманитари пулăшăвĕ пухать. Хатĕр япаласене отпуска килекен салтаксенчен хирĕç-тăру тăрăхне _ фронта _ парса яраççĕ.
Пархатарлă ĕç тăваççĕ хĕрарăмсем. Эрнере тăватă кун пухăнса сăваплă ĕçе кỹлĕнеççĕ, çавна май Украина нацисчĕсене çапса аркатма, çĕнтерĕве çывхартма тỹпе хываççĕ. Çак хушăра пенсионеркăсен пуçарулăхĕпе хастарлăхне кура фронт линийĕ çывăхне 363 хỹтлĕх карри, ытти тĕрлĕ çи-пуç хатĕрĕ ăсатнă. Ушкăна Шăмăршă вăтам шкулĕнче нумай çул хушши истори вĕрентнĕ Галина Веденеева пысăк ăсталăхпа ертсе пырать. Шăмăршăра тата çывăхри ялсенче пурăнакан пенсионеркăсем калама çук пысăк та çав тери кирлĕ ĕç тунăшăн вĕсене халăх чунтан-чĕререн тухакан ăшă сăмахпа тав тăвать. Пурне те тỹсĕмлĕхпе чăтăмлăх, çак питех те кирлĕ ĕçе малашне те тăтăшах туса пыма çирĕп сывлăхпа тулли телей сунать.
Çакăн пек хисепе Шăмăршă тăрăхĕнчен Германири Совет çарĕсен ушкăнĕнче тăнă ветерансен районти организацийĕнчен те кĕтсе илчĕç "Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!" пуçару ушкăнĕн членĕсем. Иртнĕ эрнере кунта Чăваш Республикинчи ГСВГ ветеранĕсен Совечĕн председателĕн çумĕ Андрей Кудряшов тата штаб начальникĕ Надежда Яловенко килсе кайрĕç. Вĕсем пуçару ушкăнĕнчи хĕрарăмсене ырми-канми, тухăçлă ĕçленĕшĕн ăшшăн тав турĕç, кашнин ĕçнех хакласа, обществăлла организацин Тав хутне парса чысларĕç. Çавăн пекех хисеплĕ хăнасем хирĕç-тăру тăрăхĕнчи лару-тăрупа паллаштарчĕç.
Петр Фомин, ГСВГ ветеранĕ.