ВИЧ _ хăрушă!..
ВИЧ-инфекцие пула сарăлакан СПИДа хирĕç кĕрешмелли куна халăха çак йывăр чир пирки тĕплĕнрех ăнлантарас, пандеми умĕнчи пĕрлĕхе кăтартас, çавăн пекех ку амака пула пурнăçран уйрăлнă çынсене асăнас тĕллевсемпе ирттереççĕ. Ун пуçаруçи _ Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ (Всемирная организация здравоохранения). 1996-çултан пуçласа вара çак кун ВИЧ тата СПИД чирĕсен диагностикине тăваççĕ, вĕсемпе асапланакансене сиплеççĕ, тĕнчери нумай патшалăх, общество, медицина организацийĕсем халăхра ăнлантару мероприятийĕсене йĕркелеççĕ. ООНăн ВИЧ тата СПИД чирĕсемпе кĕрешмелли пĕрлештернĕ программи тăрăх, 1997-çултанпа декабрĕн 1-мĕшĕнче кăна мар, çулталăк тăршшĕпех ку амакран хỹтĕленмешкĕн профилактика тата пĕлỹ мероприятийĕсем ирттересси йăлара. 2004 - çултанпа Пĕтĕм тĕнчери СПИДа хирĕç кĕрешекен компани хăй тĕллĕн ĕçлеме пуçланă.
СПИДран сыхланмалли чи шанчăклă мел _ сывă пурнăç йĕркине тытса пыни. Кашни çыннăн хăйĕн ВИЧ- статусĕ пирки пĕлмеллех. Енчен те çак хăрушă амак вирусĕ тупăнсан пĕр тăхтамасăр сиплеве пуçăнмалла. Çийĕнчех сипленсен ВИЧ-инфекцийĕпех нумай çул пурăнма тата сывă ача çуратма пулать. Сывлăх епле пуласси хамăртан нумай килет. Сывă пурăнăç йĕркине тытар, ĕмĕрĕмĕре вăхăтсăр кĕскетер мар.
О.Полковникова. Шăмăршă район больницин врач-инфекционисчĕ.