Вăрмартан _ "бронза" медальпе
НОЯБРĔН 23-мĕшĕнче Вăрмарти Спорт çуртĕнче СССР спорт мастерне С.Уливанова асăнса самбо енĕпе республика турнирĕ иртнĕ. Кăçалхи ăмăртăва СВО паттăрĕсене халалланă. Хăйĕн ỹсĕмĕнчи самбистсемпе ăмăртса, Шăмăршăри "Туслăх" спорт шкулĕнче вĕренекен Даниил Шамеев (тренерĕ _ Александр Ичанкин) "бронза" медаль çĕнсе илнĕ.