Юратăр аннĕре...

Юратăр аннĕре чĕрĕ чух,

Ăна ыталама май пур чух.

Пиртен ăна нумай кирлĕ мар _

Пур пек тимлĕхе уншăн упрар!

Упрăр аннĕре чĕрĕ чухне,

Хаклăр ăна çĕр çинче чухне.

Ылтăнĕ купипе пулсан та,

Никам йышăнаймĕ ун вырăнне!

Мария Левендеева, Шăмăршă ялĕ.



28 ноября 2025
17:00
Поделиться