2026-çул Чăваш Республикинче Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ пулĕ
ÇАКĂН çинчен калакан Указа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев алă пусса çирĕплетнĕ. Çулталăк тематикине "Чувашия Онлайн" порталта граждансем уççăн сасăласа палăртнă.
"Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ чăваш çĕрĕ çинче пурăнакан мĕн пур халăхăн йăли-йĕркине, чĕлхине тата искусствине тата та тарăнрах пĕлме май паракан культура, вĕрентỹ, спорт мероприятийĕсем ирттермелли хăватлă вăй пулса тăрĕ", _ тенĕ Олег Николаев. Олег Алексеевич республикăра пурăнакансем тематика çулталăкне хастар хутшăнассине çирĕп шанса тăнине палăртнă.
Е.ЖОЛОБОВА.