Чăваш наци конгресĕн ларăвĕ
НОЯБРĔН 29-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕн ларăвĕ иртнĕ. Конгресс президенчĕ Валерий Клементьев анлă докладра 2025-çулта конгресс туса ирттернĕ ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллаштарнă, комитетсем мĕнле ĕçленине уйрăммăн палăртса хăварнă. Ларура тĕрлĕ регионтан килнĕ делегатсем тухса калаçнă.
Лару ĕçне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин регионти уйрăмĕн секретарĕ, Раççей халăхĕсен Ассамблейин регионти уйрăмĕн председателĕ Леонид Черкесов тата Чăваш Республикин культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова хутшăннă. Вĕсем конгресс хастарĕсене, регионсенчен килнĕ наципе культура автономийĕсен ертỹçисене саламланă, чи маттуррисене Хисеп хучĕпе чысланă.
А.САТЕЕВ.