Дмитрий Брусов _ чемпион!

НОЯБРĔН 30-мĕшĕнче Шупашкарта "Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн Çамрăк Гвардийĕ" ятпа самбо енĕпе республика турнирĕ иртнĕ, ăмăртăва "Çамрăк Гварди" 20 çул тултарнине халалланă. Турнирта 2011-2013-çулсенче çуралнă Чăваш Ен, Тутарстан тата Марий Эл самбисчĕсем кĕрешнĕ. Йывăрăшĕ 71 килограма çитичченхи спортсменсем хушшинче Шăмăршăри "Туслăх" спорт шкулĕн вĕренекенĕ Дмитрий Брусов çĕнтерỹçĕ пулса тăнă.



05 декабря 2025
16:22
Поделиться