Çỹхе пăр çине кĕни _ хăрушă!
ÇАНТАЛĂК хĕл енне сулăнчĕ пулин те, çырмари тата пĕвери шыв шăнман-ха. Çỹхе пăр çинче ача-пăча выляни вара пурнăçшăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Инкек ан пултăр тесен, хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмалла.
Çырмари тата пĕвери шыв _ 7 сантиметртан, катокри пăр 12 сантиметртан кая мар шăнсан çеç ун çине кĕме юрать.
Пăр çирĕплĕхне урапа тапса тĕрĕслемелле мар, патакпа усă курмалла. Енчен те шыв тапса тухсан, хăвăртрах çыран хĕррине васкамалла. Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ! Хăвăрăн ачăрсене çырма е пĕве хĕррине ан пыртарăр, çỹхе пăр пурнăçшăн хăрушă пулни çинчен аса илтерсех тăрăр.
О.ИЧАНКИНА, ЧР мобилизаци уйрăмĕн гражданла оборонăн ятарлă программисен округри начальникĕ.