Хỹтĕлевçĕсене пулăшар!
Районти "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатăн кăçалхи ноябрĕн 28-мĕшĕнче (47№) "Пире Çĕнтерỹпе кĕтĕр!" статья (авторĕ _ Зинаида Свеклова) кун çути курнăччĕ. Унта Энтĕрьел çамрăкĕ _ СВО участникĕ Григорий Пугачев çинчен çырнăччĕ.
Çак статьяпа Муркаш округĕн çыннисем те паллашнă. Пугачевсен ротине гуманитари пулăшăвĕ кỹрекен "Муркашсем _ Çĕнтерỹшĕн!" пуçару ушкăнĕ вара Шăмăршă тăрăхĕнчи волонтерсемпе çыхăннă. Вĕсем, Г.Пугачевпа Муркаш çамрăкĕ тăракан ротăна "УАЗ Фермер" автомобиль туянма укçа-тенкĕ пухнă май, Шăмăршă округĕн гражданĕсене те пĕрлехи ĕçе хутшăнма сĕннĕ.
Энтĕрьелсем фронтри ентешĕпе юлташĕсемшĕн питех те кирлĕ транспорта туянмашкăн укçа пуçтарма тытăнчĕç те ĕнтĕ. Тен, ытти ял çыннисем те çак сăваплă ĕçе хутшăнĕç. Пус çумне пус хушса тенкĕ пулать _ тăрăшсан, кирлĕ суммăна пуçтарса çитерме пулатех. Аманнисене эвакуацилеме, апат-çимĕçпе хĕç-пăшал илсе çитерме тата ытти тĕллевпе усă курма палăртнă автомобиле Запорожье тăрăхне ăсатмалла.
Пĕрлехи ĕçе хутшăнма кăмăл тăва- кансем çак номерпе çыхăнма пултараççĕ: 8-960-302-20-70 (Михаил Геннадьевич К.).
Н.Володин, Энтĕрьел.