Хуçасăр йытăсене иртĕхме памалла мар

"ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Правительство пуçлăхĕ Сергей Артамонов тунтикун ĕç тăвакан власть органĕсен тата муниципалитетсен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлăвăн кун йĕркине çак ыйтăва ахальтен кĕртмен. Ирĕкре çỹрекен йытăсем ял-хулара пурăнакансене хытă пăшăрхантараççĕ.

Хуçасăр чĕр чунсемпе ĕçлесси пирки сăмах илнĕ май Патшалăх ветеринари службин ертỹçи Александр Шакин чылай муниципалитет килсĕр-çуртсăр йытăсене тытас енĕпе çителĕксĕр ĕçленине палăрт- нă. Çак списокра Шăмăршă округĕ те пур.

Ку енĕпе кăçал пĕтĕмпе 852 заявка пулнă, вĕсене пурнăçласа хуçасăр 822 йытта тытнă. Çурринчен ытларах пайне кайран вĕсене тытнă вырăнсенчех каялла янă.

Палăртни вырăнлă: граждансем кăçал хуçасăр йытăсем тапăнни, вĕсем тĕлĕшпе йĕрке çукки çинчен пĕлтернĕ тĕслĕхсем 64 процент чухлĕ чакнă. Канашлура приютсем пирки те калаçу пулнă. Вĕсем республикăра виççĕ. Йытăсене тытас енĕпе виçĕ предприниматель ĕçлет. Александр Шакин хуçасăр чĕр чунсемпе ĕçлесси çинчен йышăннă саккуна хăш-пĕр улшăну кĕртмелли çинчен те каланă. Сăмахран, унта кушаксемпе, йытă çурисемпе ĕçлессине тĕплĕн уçăмлатман.

Е.ЖОЛОБОВА.



05 декабря 2025
16:16
Поделиться