"Нумай пулсан тырă _ хресчен кăмăлĕ ырă", _ çапла шỹтлет Григорий Кашкаров управляющи
ТАХÇАН çак анлă çĕр çинче "Восход" колхоз тыр-пул çитĕнтеретчĕ. Пĕрлешỹллĕ хуçалăхсем арканнă хыççăн (тĕрĕссипе _ халăхран ыйтмасăр салатса ячĕç) кунта пĕрин хыççăн тепри фермерсем вăй илме пуçларĕç. Чаткас _ Хĕрлĕ Васан хирĕсене пушă вырттармарĕç, фермерсем пурте тенĕ пекех çĕр ĕçне юратакансем пулчĕç. Паян Елена Пондякова, Василий Павлов, Петр Майоров, Андрей Юнкеров, Юрий Юнкеров фермерсен ятне округра лайăхпа çеç асăнаççĕ.
Округра çеç-и? Акă нумаях пулмасть Шупашкарта Чăваш Республикинчи ял хуçалăх ĕçченĕсемпе продукци тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансене чысларĕç, экономика ăмăртăвĕнче Шăмăршă округĕнчи Елена Пондякова фермер хуçалăхĕ иккĕмĕш вырăн йышăннине палăртрĕç.
743 гектар çинче тыр-пул çитĕнтернĕ кăçал Елена Пондякова фермер. Кашни гектартан вăтамран 50,2 центнер _ пĕтĕмпе 37275 центнер _ тырă пуçтарса кĕртнĕ. Ас тăватăп-ха: "Восход" колхоза нумай çул хушши ертсе пынă Михаил Николаевич Ухваркин Чаткас хирĕсенчен 40-шер центнер тырă илме ĕмĕтленетчĕ. Халĕ чĕрĕлсе тăрас пулсан, ватă председатель рекордлă тухăç çитĕнтернĕ фермера аллине чăмăртасах чĕререн тав тунă пулĕччĕ.
_ Михаил Николаевича эпĕ курман, çапах та ун çинчен ырă сăмах нумай илтнĕ, _ терĕ Елена Пондякова фермер хуçалăхĕн управляющийĕ Григорий Кашкаров. _ "Ухваркин свет юписен йĕри-таврашне те кĕреçепе чавса тырă актаратчĕ, çум курăк ỹсме паман", _ çапла каласа параççĕ паян ваттисем. Хир хĕррине сухаласа тухнă, тыр-пула техникăпа выльăх-чĕрлĕхрен таптаттарман. Паян эпир Ухваркин тĕслĕхне асра тытма тăрăшатпăр.
Григорий Александрович фермер хуçалăхĕнчи мĕн пур ĕçе хăй ертсе пырать. Хăш хире мĕнле культура акассине те палăртать. Хăй калашле: "Агроном та, инженер та _ хамах, тепĕр чух тракторпа сухалама та, культиваци тума та тивет". Григорий Кашкаров Сергей Козловпа Николай Ильин механизаторсене мухтаса пĕтереймест: "Çур акинче те, вырмара та канма пĕлмесĕр ĕçлерĕç, вĕсене салтакра пĕр иккĕленмесĕрех разведкăна илме пулать!" Ахальтен мар ĕнтĕ, иккĕшĕ те кăçал муниципалитет округ администрацийĕн наградине тивĕçнĕ. Пĕрне _ Акатуйра, теприне _ ял ĕçченĕсен уявĕнче чысларĕç.
Управляющи 123 гектар çинчи кĕрхи тулă уйрăмах хỹхĕм çитĕннине палăртрĕ: гектартан вăтам шутпа 68,3 центнер пуçтарса кĕртнĕ. Çакна шута илсе кĕркунне унăн лаптăкне икĕ хута яхăн ỹстернĕ. Кĕр калчи пĕр тикĕс шăтса тухнă, куçа илĕртсе ем-ешĕл хир сарăлса выртать.
Çĕре лайăх кăпкалатса акни, элита тата суперэлита паха вăрлăхпа çеç усă курни, минерал удобренине кирлĕ чухлĕ хывни, çу кунĕсенче çум курăкпа тата чир-чĕрпе кĕрешни _ шăпах çаксем пысăк пĕлтерĕшлĕ те ĕнтĕ тыр-пул тухăçне ỹстернĕ çĕрте.
Фермер хуçалăхĕнче 223 гектар çинчи пăрçа та ăнса çитĕннĕ, кашни гектартан вăтам шутпа 48,5 центнер пуçтарса кĕртнĕ. Ытти культурăна та мухтамалла: урпа _ 40,2, сĕлĕ _ 25, çурхи тулă _ 53,5 цетнер.
Хуçалăхра минерал удобренийĕн пысăк пайне сеялкăпа варăнтараççĕ, азотлă удобрение вара разбрасывательпе пĕрĕхеççĕ. Шел те, удобрени хакĕ ỹссех пыни тырă хăй хаклăхне ỹстерет. Анчах ним те тăваймăн: выçă çĕртен пысăк тухăç илме çук, тăпрана чухăнлатни тата та хакарах ларма пултарать. Григорий Кашкаров хĕвел çаврăнăшне чи тупăшлă культура тесе шутлать. Кăçал çу паракан çак ỹсен-тăрана 206 гектар çитĕнтернĕ, кашни гектартан вăтамран 32,6 центнер тухăç илнĕ. Хальхи вăхăтра хĕвел çаврăнăшне çу хатĕрлекен завода леçеççĕ, Çĕнĕ çул уявĕ умĕн укçине те алла илме ĕмĕтленеççĕ. Хĕвел çаврăнăшне пуçтарса кĕртнĕ хыççăнах ỹсен-тăран тунисене дисклă сỹрепе ваклаççĕ, унтан хире сухаласа хăвараççĕ. Паллă ĕнтĕ, хĕвел çаврăнăш тăпра сĕткенне "ĕмекен" культура: уйрăмах микроэлементсемпе азота "туртса" илет. Григорий Кашкаров кăçал хĕвел çаврăнăш çитĕнтернĕ хире çитес çул тăпрана азотпа пуянлатакан пăрçа валли уйăрать. Çапла майпа çĕр пулăхне саплаштарма тăрăшать.
...Григорий Кашкаров пирĕн тăрăхра çуралса ỹсмен _ кỹршĕри Ульяновск облаçĕнчен. Апла пулин те Шăмăрш ене хăйĕн пĕчĕк тăван çĕр-шывĕ тесе шутлать. Анат Чаткас шкулĕ çумĕнчи ача садĕнче агролаборатори йĕркелеме тăрăшать-и, ялта пĕр-пĕр мероприяти ирттерме спонсор пулăшăвĕ парать-и, çамрăксене механизатор профессине суйласа илме хавхалантарать-и _ Григорий Александрович яланах хăйне ку ял çынни пек кăтартать. Яланах уçă кăмăллă, тирпейлĕ, çынна ырă сунакан управляющие ял-йыш çывăха хурса йышăннинчен тĕлĕнме кирлĕ мар. Григорий Кашкаров пек ĕçченсем çĕр çинче тарăн тымар яни ял малашлăхĕ пуррине çирĕплетет.
Ив.САЛАНДАЕВ.