Нумай пурăн, Нина аппа!
ÇАК хастар та пултаруллă хĕрарăмран тĕлĕнмелли çеç юлать: ĕмĕрĕ тăрăшшĕпех йывăр ĕçре тăрăшсан та _ хуçăлман, тивĕçлĕ канăва тухсан тата вунă çул ытла ферма заведующийĕнче вăй хунă. Ĕмĕрĕ тăрăшшĕпех юрă-ташăпа туслă пулнă: Кивĕ Шăмăршăри "Тевет" фольклор ушкăнĕн чи маттур такмакçи паян та сцена çине тухать.
_ Хама 85 çула çитнĕ пек туймастăп, чун ватăлмасть тесе тĕрĕс калаççĕ пуль çав, _ йăл кулса сăмахлать Нина Александровна.
Чаплă юбилей ячĕпе ял-йыш ĕç ветеранне килне пырсах саламланă. Чăваш наци конгресĕн округри уйрăмĕн ертỹçипе Александр Сатеевпа Васан ял территори уйрăмĕн начальникĕ Ленар Залалтдинов Нина Александровнăна нумай çул хушши ял хуçалăхĕнче тăрăшса ĕçленĕшĕн тата чăваш фольклорне халăх хушшинче анлăн сарассишĕн тăрăшнăшăн чĕререн тав тунă, муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин ятĕнчен Хисеп грамотипе чысланă.