Помгол çăкăрĕ е выçлăх çул ялта вĕлтренпе çерçи те юлманни çинчен

Помгол çăкăрĕ е выçлăх çул ялта вĕлтренпе çерçи те юлманни çинчен

1921-ÇУЛТА _ нихăçан пулман типĕ те шăрăх çанталăк тăнине кура _ Шăмăршăпа Шамккай вулăсĕсенче те хăрушă выçлăх хуçаланнă. Çавна май РКП(б) Чăваш обкомĕн пленумĕ кашни ялтах хресчен кĕлетĕнче мĕн чухлĕ тырă юлнине тĕрĕслеме тата кĕр акине ирттермешкĕн тивĕçлĕ мера йышăнма хушса постановлени йышăннă.

1920-çулхи кĕркунне типĕ килнипе, ыраш калчи юр айне питĕ вăйсăр кĕрсе юлнă, çавна пула 70 проценчĕ хĕл каçайман. 1921-çулта çуркуннерен пуçласа июль уйăхĕчченех Шăмăршăпа Шамккай вулăсĕсенче пĕр тумлам çумăр та ỹкмен. Хĕртсе пăхакан хĕвел мĕн пур ỹсен-тăрана пĕр шелсĕр "ăшаланă": уй-хир те, улăх-çаран та типсе çуркаланнă. Тăпра çĕр каçа та сивĕнмен вĕри кĕле çаврăннă. Йывăçсем çу кунĕнчех çулçă тăкса çап-çара тăрса юлнă. Халăх выçлăхпа нушаланнă, ялти пахчасенчи тата çырма-çатра хĕрринчи вĕлтрене те пуçтарса çисе янă.

Шăмăршăра пĕрремĕш çумăр июлĕн 8-мĕшĕнче çеç çунă. Ваттисем каласа панă тăрăх, çумăрĕнчен ытла çил-тăвăлĕ алхаснă, юлашкинчен пăр çуса хирте аран-аран ỹсекен тырра та çапса хуçнă. Çакăн пек пысăк инкеклĕ лару-тăрура çынсем нумай вилнĕ, уйрăмах пĕчĕк ачасем выçлăха чăтаймасăр пурнăçран уйрăлса кайнă. Яла васкавлă пулăшу кирлĕ пулнă.

1921-çулхи августăн 7-мĕшĕнче РКП(б) Чăваш автономи область комитечĕн пленумĕ апат-çимĕç лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе вăрманта юман йĕкелĕ пуçтарассине, çавăн пекех пахча çимĕç типĕтессине йĕркелеме хушу кăларать. 1921-çулта Мускавра выçăпа аптăракансене пулăшакан Тĕп комисси (Помгол) йĕркелеççĕ, ăна М.И.Калинин ертсе пынă. 1921-çулхи сентябрь уйăхĕнче _ выçлăха текех чăтма май çуккине ăнланса _ Шăмăршăпа Шамккай вулăсĕсенчи фронтовиксем (Пĕрремĕш тĕнче вăрçипе граждан вăрçи ветеранĕсем _ авт.) М.И.Калинин патне çыру çыраççĕ. Вĕсем унта вырăнти лару-тăрупа тĕплĕн паллаштараççĕ, Михаил Ивановичран выçлăхпа уйрăмах аптăранă икĕ вулăс валли патшалăх фондĕнчен мĕн чухлĕ те пулин тырă уйăрса пама тархасласах ыйтаççĕ.

Çыру Мускава çитнине çак факт та çирĕплетет: октябрь уйăхĕнче Шăмăршăпа Шамккай вулăсĕсене Чăваш автономи облаçĕнчи выçлăхпа аптăранисене пулăшакан комисси председателĕ (Облпомгол) С.А.Коричев килсе кайнă. Кашни ялтах пуху ирттерсе выçлăхпа уйрăмах нушаланакансене шута илнĕ. Начар пурăнакан çемьесене пĕрер пăт тырă уйăрса пама йышăннă.

Чăнах та, пĕр пăт тырă чуна усрамалăх çеç пулнă, çапах та çăнăха мăянпа тата йĕкелпе хутăштарса çăкăр пĕçерме майкилнĕ. Часах Мускавран Помгол сотрудници Ася Калинина та килсе çитет. Унăн аса илĕвне вырăслах пичетлетпĕр:

"Встретили по пути из Канаша село в 150 дворов. На улицах ни души. Многие семьи умерли поголовно. В одной из изб картина: обитатели по очереди толкут солому на лепешки. В углу слепой, опухший от голода малыш, протянув ручонки, просит уже без слов. В других избах едят речной песок и запивают водой. Сосут даже камни, пытаясь обмануть желудок.

А вот, еще дом. Тут умершая женщина. У ее изголовья ребенок. Он так 3-й день сидит, ожидая своей очереди, чтобы умереть рядом с ней".

Помгол ĕçченĕ Ася Давыдовна Калинина тăрăшнипе, Шăмăршăпа Шамккай вулăсĕсенчи 60 ытла ачана тырăллă облаçсене эвакуацилесе вилĕмрен хăтарса хăварнă. Ахальтен мар ĕнтĕ Ася Давыдовнăна: "Чăваш ачисен амăшĕ", _ тесе хисепленĕ.

1921-çул вĕçнелле _ 1922-çул пуçламăшĕнче _ ялта мĕн пур выльăха тенĕ пек пусса çисе янă. Çынсем кушакпа йытă ашне те çинĕ, шăши, çерçи, кăвакарчăн тытса çиесрен те йĕрĕнмен. Кĕрĕк пиншакпа сăран атта та вакласа яшка çине янă. Пулмантăшра тата Пашьелĕнче, выльăх масарне чавса, маларах пытарнă ĕне шăм-шаккине яшка çине яма илсе кайнă тĕслĕх те пулнă.

Ялтан яла ыйткалакансем çỹренĕ, хĕллехи сивĕ çанталăкра мĕскĕнсем _ çĕтĕк-çатăк тумланнăскерсем _ шăнса вилни те пĕрре кăна пулман.

1922-çулхи январь уйăхĕнче кăна Чăваш автономи облаçĕнче выçлăхпа нушаланса 2 пин ытла çын пурнăçран уйрăлса кайнă. 1922-çулхи апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне шута илнĕ тăрăх, вилнисен йышĕ 13 пин çынна яхăн пулнă.

Лару-тăру 1922-çулхи çулла тин йĕркеленсе çитнĕ. Чăваш автономи облаçĕн территорийĕнче _ çав шутра Шăмăршăпа Шамккай вулăсĕсенче те _ ачасем валли столовăйсем уçнă. 1922-çулхи кĕр аки валли вулăссене патшалăх фондĕнчен ыраш вăрлăхĕ уйăрса пани те хресчен пурнăçне кăштах та пулин çăмăллатма май панă.

Ив.САЛАНДАЕВ. (Статья çырнă чух автор Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕн, Йĕпреç округ архивĕн тата Тутарстанри Пăва район архивĕн докуменчĕсемпе усă курнă. ПĔЛСЕ ТĂМА: Шăмăршăпа Шамккай вулăсĕсем 1921-çулхи октябрĕн 22-мĕшĕччен _ Пăва уесне, ун хыççăн Йĕпреç уесне кĕнĕ)



05 декабря 2025
16:40
Поделиться