"Пĕр салтак ури ăшăра пулни те _ савăнăç"
Хайпăлара пурăнакан Лидия Краснова _ ал ĕç ăсти. Алса-чăлха, кофта- косынка çыхасси _ уншăн чун туртăмĕ. Ятарлă çар операцийĕнче пуçланнăранпах, фронта пулăшассине пирвайхи тивĕçĕ вырăнне хурать ĕç ветеранĕ. Хăй аллипе çыхса янтăланă вуншар-вуншар мăшăр ăшă нускине салтаксем валли ăсатать Лидия Григорьевна. Халĕрех юсав батальонне 12 мăшăр ăшă чăлха парса янăччĕ вăл. Алексей мăнукне, Карапай Шăмăршăра çуралса ỹснĕ çывăх тăванне _ Сергее _ отпуска таврăнмассерен ăшă нускисемпе тивĕçтерет, юлташĕсем валли парать.
_ Пенси укçине алла илсенех ун пĕр пайне айккине хурать, мана çăм çиппи туянма парса ярать, _ тет Лидия Григорьевнăн хĕрĕ Галина. _ Ватлăхне пăхмасăр, чун ăшшипе çыхать аннемĕр. Хатĕр нускисене кĕлĕ вуласа çветтуй шыв сапса ăсатать. "Пĕр салтак ури ăшăра пулсан та, эпĕ хама телейлĕ туятăп. Эпĕ хатĕрленĕ япаласем салтакăмăрсене тăшмана хăвăртрах çапса аркатма пулăшчăр", _ тет вара. Сакăр вун улттăри хастар çак кунсенче тата 12 мăшăр ăшă чăлха çыхса ĕлкĕртрĕ. Вĕсем çывăх вăхăтра пирĕн хỹтĕлевçĕсем патне çитмелле. Лидия Краснова хастарлăхĕ _ ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. Чыс та мухтав пархатарлă ĕç хуçине!
З.Воробьева.