"Район хаçачĕ _ чун апачĕ"

ПĔР кун та, пĕр сехет те пурăнма пултараймастăп эпĕ "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатсăр. Мăшăрăм та район хаçатне куç пек кĕтет. Алла илсен вара юратнă пичет изданине пуçламăшĕнчен вĕçне çити пĕр сиктерми вуласа тухатпăр.

Пире уйрăмах район тата республика хыпарĕсем, "Истори страницисене уçсан" рубрика, "Паттăрлăх" страници тыткăнлаççĕ. Вĕсенче _ округ кун-çулĕпе ентешĕмĕрсен пархатарлă ĕçĕсем. Çавăн пекех округ çыннисене паллă пулăмпа саламласа çырнине вулама кăсăклă. Çамрăк ăрушăн патриотизмпа витерĕннĕ статья-очерк питĕ вырăнлă тесе шутлатпăр. Халĕ патриотизм теми актуаллă _ иртнĕ вăрçă паттăрĕ-семпе паянхи геройсем пирки çырассине малалла та тăсмалла тесе шутлатпăр.

Хаçатçăсене "Шăмăршă хыпарне" малашне те пуян содержаниллĕ кăларса тăма ырлăх-сывлăх, иксĕлми пултарулăх сунатпăр. Хаçат çырăнакансен йышĕ чакмасса шанатăп, мĕншĕн тесен кунта кирек хăш ỹсĕмри çыншăн та, кирек хăш сферăра вăй хуракан специалистшăн та вуламалли нумай.

Ачаранпах эпĕ маларах "Коммунизм çулĕ" ятпа тухса тăракан хаçатăма юратса вулаттăм. Виçпỹрт Шăмăршă шкулĕнче ăс пухнă чух, редколлеги членĕ пулнă май, стена хаçачĕ кăлармашкăн "районкăна" вуласа ăсталăхăма ỹстереттĕм. Михаил Каримов (Сăрнай Мишши) вĕрентекен пире шавах мухтатчĕ, хаçат урлă ăс-хакăла пуянлатма сĕнетчĕ.

Çитĕнсен, тăван ялăн ферминче ĕçленĕ чух, хĕрсемпе ушкăнпа ларса хаçатăмăра вулаттăмăр, унти статьясене сỹтсе яваттăмăр. Кахăрлă Шăхальне качча тухсан та пĕтĕм вăй-халăма выльăх-чĕрлĕх отрасльне патăм, пĕтĕмпе ку сферăра 34 çул тăрăшрăм. Çав тапхăрта район хаçачĕ маншăн шанчăклă тус та канашçă пулса тăчĕ.Чун туртăмĕпех çырăнтăмăр килес çулхи пĕрремĕш çулта илсе тăмашкăн "Шăмăршă хыпарне". Округ çыннисене те район хаçатне çырăнмашкăн чĕнсе калатпăр: - Çырăнăр "Шăмăршă хыпарне", ỹкĕнмĕр!

Галина Афанасьева, Кахăрлă Шăхаль ялĕ.



05 декабря 2025
16:19
Поделиться