Сергей ГАЛКИН: "Эсир чун çирĕплĕхĕпе, чĕре ăшшипе ырă тĕслĕх пулса тăратăр"

ÇАК эрнере пирĕн çĕр-шывра Пĕтĕм тĕнчери инвалид кунне паллă турĕç. Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин сывлăх енчен çирĕпех мар çынсене Тав çырăвĕпе ăшă сăмах каланă.

"Эсир чун çирĕплĕхĕпе, чĕре ăшшипе пурсăмăршăн та ырă тĕслĕх пулса тăратăр, _ тенĕ Сергей Авенирович. _ Эпир сирĕн йывăрлăхăра çăмăллатма, сирĕн пурнăçăра илемлетме тивĕç. Эпĕ сирĕншĕн чунтан тăрăшакан социаллă ĕçченсене, учительсене, врачсене тата волонтерсене те тав сăмахĕ каласшăн. Уйрăмах сывлăх енчен çирĕпех мар ачасемшĕн тăрăшакансене _ пысăк тав. Сирĕн чун ăшшипе вĕсем Тăван çĕр-шывăн тивĕçлĕ гражданинĕ пулса çитĕнеççĕ, обществăна кирлĕ çынсем пулаççĕ.

Пурне те телей, ăнăçу, çирĕп шанчăкпа юрату сунатăп. Çутă ĕмĕтсем пурнăçа кĕччĕр, йывăрлăхсем хыçала юлччăр; ырри, лайăххи хавхалантарса пытăр". Пĕтĕм тĕнчери инвалид кунĕ ячĕпе Шăмăршăри "Туслăх" спорт шкулĕнче интереслĕ мероприяти иртнĕ, унта сывлăх енчен çирĕпех мар çынсене ырă сунса нумай-нумай ăшă сăмах каланă.

Тĕл пулăва килнисем дартс, армрестлинг, шашка тата шахмат вăййисенче ăмăртнă, çĕнтерỹçĕсене хыттăн алă çупса саламланă.

С.ИВАНОВ.



05 декабря 2025
16:18
Поделиться