Шкулта _ выставка

ШĂМĂРШĂ вăтам шкулĕнче савăнăçлă лару-тăрура "Чăваш Ен историйĕ. XX-ĕмĕр" выставка уçăлнă. Выставкăра _ чăваш халăхĕн иртнĕ ĕмĕрти пурнăçĕпе ĕç-хĕлне сăнлакан картинăсем. 7-класра вĕренекен çамрăк экскурсоводсем _ Екатерина Вазанова, Ксения Унькина, Степан Парфенов, Антон Петрянкин тата Анна Кудряшова _ выставкăра паллаштару экскурсийĕ ирттернĕ.

Çакна палăртмалла: Шăмăршă шкулĕ "Тăван çĕр-шыв историне тĕпчетпĕр. XX-ĕмĕр" проекта Президент гранчĕсен фончĕ хутшăннипе пурнăçлать. Курава йĕркелеме шкула республикăри "Асамат кĕперĕ" культурăпа выставка центрĕ пулăшнă



05 декабря 2025
16:23
Поделиться