"Тăшмана çĕнтерсе таврăнăр!"

"Тăшмана çĕнтерсе таврăнăр!"

Çак кунсенче редакцие Анат Чаткасра пурăнакан Григорий Майоров пенсионер кĕрсе тухрĕ.

_ Ятарлă çар операцийĕнче пĕр тăван Николайăн икĕ ывăлĕ _ Николайпа Егор _ Украина нацисчĕсене хирĕç çапăçаççĕ. Кольăпа юлташĕсем валли Çĕнĕ Çул парни хатĕрлерĕм. Çывăх çынпа юлташĕсемшĕн нухрата шеллемерĕм: генератор туянтăм. Ăна Шăмăршăри Культура керменне леçетĕп. Кунта маскировка сетки çыхакан тата гуманитари япалисем пухакан "Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!" пуçару ушкăнĕ урлă парнене Запорожье тăрăхне парса яратăп. Тăшмана çĕнтерме ырă сунса çыру та çыртăм акă, _ терĕ хăй вăхăтĕнче Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçне Монголи çĕрĕ çинче пурнăçланă патриот.

Тăван "Восход" хуçалăхра заправщикра, фермăра вăй хунă, пысăк хуласенче стройкăра тар тăкнă Григорий Георгиевич. Ĕçре ырă ят-сум илнĕ. Патриотизм туйăмĕ те унра хĕмленсех тăрать.

_ Халĕ _ хĕле хирĕç _ фронтра генератор питех те кирлĕ. Вăл çĕр пỹртре пурăнмашкăн условисене çăмăллатать, ăшăпа çутă парать, тата унпа телефона авăрлама та меллĕ. Ахальтен мар, салтаксемшĕн генератор _ пысăк çăмăллăх. Усă курччăрах салтакăмăрсем Японире кăларнă "Ямахăпа". Чăваш Енрен çитнĕ парне вĕсене савăнтартăр, _ кăмăллăн пуплерĕ вăл.

Генератора пĕрле илсе килнĕ Михаил Самсонов та çак шухăшах çирĕплетрĕ. Çывăх вăхăтра Григорий Майоровăн парни вырăна çитĕ, мир салтакĕсене ирĕклĕхшĕн кĕрешме хавхалантарĕ. Эпир вара Григорий Георгиевичăн пархатарлăхĕ умĕнче пуç таятпăр. Çакăн пек патриотсем пуррипе туптанать те ĕнтĕ Çĕнтерĕвĕмĕр...

Зинаида Воробьева.

 



05 декабря 2025
16:23
Поделиться