"Уйрăм илес пулсан çынна, Вăл халăх ăраскалĕшĕн пурнать..."
"Халăхăн геройĕсем пулсан, унăн историйĕ те пур". Федор Радецкий, вырăссен çар пуçĕ
Шăмăршă муниципалитет округĕн историне виçĕ Герой ячĕ ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлнă. Тĕрлĕ тапхăрăн Геройĕсем вĕсем: Виталий Уруков, Елисей Афанасьев _ Тăван çĕр-шывĕн Аслă вăрçи çулĕсенче фашизма хирĕç çапăçнă çыннăмăрсем, Олег Долгов _ Çурçĕр Кавказра терроризмпа кĕрешнĕ çамрăк.
Виталий Иванович Ур уков (08.08.1919-29.01.1945). Чăваш АССРĕн Шăмăршă районне кĕрекен Палтиел ялĕнче ỹснĕ вăл. Симферопольти çар пехотин училищинче вĕреннĕ.
1941-çулхи декабрьтен пуçласа Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çапăçнă. Ржев, Киев, Днепр, Сандимир плацдармĕ, Вислăпа Одер тăрăхĕнчи, Германири хĕрỹ çапăçусене хутшăннă, 4 хутчен аманнă. Виталий Уруков майор 11-мĕш гварди танк корпусĕнчи 40-мĕш танк бригадин автоматчиксен батальонĕн командирĕ пулнă. Унăн паттăрла ĕçĕсен шучĕ те пулман. В.И.Ленин, Александр Невский, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсем ун кăкăрне илемлетнĕ.
... 1945-çулхи январĕн 23-мĕшĕнче Белехово патĕнче паттăрлăх кăтартнă. Автоматчиксен ротине вăл фашистсене хирĕç атакăна çĕкленĕ, çавна май тăшмана парăнтарма пултарнă. Çав çулхи январĕн 24-мĕшĕнче Познань хулин кăнтăр енче, Варта шывĕ урлă, ал айĕнчи хатĕрсемпе усă курса, хăйĕн танк батальонне çыран леш енне каçарнă. Плацдарма тăшманран туртса илнĕ, хамăрăн пĕтĕм чаçе Обр урлă каçма çул уçса панă. Январĕн 28-мĕшĕнче вара Уруков батальонĕ Германи чиккинче оборонăра тăракан тăшмана çапса аркатнă. Командир хăй йывăр аманнă, январĕн 29-мĕшĕнче çар госпиталĕнче вилсе кайнă. Тăван çĕр-шыв ентешĕмĕрĕн паттăрлăхне пысăка хурса хакланă: СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕ 1945-çулхи майăн 31-мĕшĕнче кăларнă Указĕпе, Виталий Иванович Уруков гварди майора Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă (вилнĕ хыççăн).
Елисей Иванович Афанасьев (22.06.1915_10.04.1969). Вăл _ Чăваш АССРне кĕрекен Шăмăршă районĕн Кахăрлă Шăхаль çынни, Аслă Аттелĕх вăрçи участникĕ, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ (ку вăл "Совет Союзĕн Геройĕ" ятпа тан).
Елисей Афанасьев нимĕç фашисчĕсене хирĕç вăрçăн малтанхи кунĕсенчех çапăçма тухнă, оккупацири территоринче пулнă. Иккĕмĕш хут ăна Хĕрлĕ Çара Белорусси ССРĕн Витебск облаçĕн çар комиссариачĕ 1944-çулхи июнĕн 4-мĕшĕнче чĕнсе илнĕ. Чăваш çамрăкĕ 235-мĕш стрелковăй дивизин 732-мĕш стрелковăй полкĕпе пĕрле 1-мĕш Прибалтика тата 3-мĕш Белорусси фрончĕсенче тăшмана станковăй пулеметпа хирнĕ.
1944-çулхи сентябрĕн 14-мĕшĕнче Бауск хули патĕнче тăшман оборонине сирнĕ чухне Е.Афанасьев хĕрлĕ армеец нимĕçсен траншейине чи малтан вирхĕнсе кĕнĕ, 3 фрица тĕп тунă. Çакă çар заданине пурнăçлама çул уçнă. Тата икĕ кунтан Иецаво ялĕ çывăхĕнче юлташĕсемпе пĕрле контратакăна путарнă, йышăннă çĕре тĕп вăйсем килсе çитиччен тытса тăнă. Çак паттăрлăхшăн Е.Афанасьева 3-степеньлĕ Мухтав орденĕпе наградăланă.
1945-çулхи январĕн 19-мĕшĕнче Рагнит хулишĕн пынă çапăçура Афанасьев сержант хăйĕн пулемечĕпе танка хирĕç çапăçмалли орудие, пулемет точкине тата 10 фашиста çулса тăкнă. Куншăн вара вăл 2-степеньлĕ Мухтав орденне тивĕçнĕ.
1945-çулхи апрелĕн 7-мĕшĕнче Кенигсберг урамĕсенче пынă хаяр çапăçура тăшманăн вут-çулăм тăкакан икĕ точкине, 6 нимĕçе тĕп тунă, унтан икĕ боецпа пĕрле çурта кĕрсе 3 фашиста алăпа тытăçса вĕлернĕ, çавна май стрелоксен подразделенийĕсене чăрмавсăр малалла кайма май туса панă. СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн 1945-çулхи июнĕн 29-мĕшĕнчи Указĕпе, Елисей Афанасьев аслă сержантăн паттăрлăхĕпе хăюлăхне 1-мĕш степеньлĕ Мухтав орденĕпе палăртнă. Çапла вара ентешĕмĕр Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ пулса тăнă. Кунсăр пуçне, ăна темиçе _ çав шутра "Хăюлăхшăн" _ медальпе те чысланă. Елисей Иванович 1945-çулта демобилизациленнĕ. Тăван хуçалăхра вăй хунă, ял хуçалăх аталанăвне пысăк тỹпе хывнă. 1948-çултанпа ВКП (КПСС) ретĕнче тăнă.
Олег Николаевич Долгов (21.08.1976- 16.01.1996). В.Уруковпа Е.Афанасьев патриотизмĕпе хĕмленнĕ Çыннăмăр, пулас Герой Чăваш АССРĕн Шăмăршă районне кĕрекен Шамккай ялĕнче çуралнă. Ачалăхĕ Олегăн Самара облаçĕнчи Луначарск поселокĕнче иртнĕ.
Çара кайиччен Олег дзюдопа кăсăкланнă, тĕрлĕ шайри _ çав шутра Пĕтĕм Раççейри _ ăмăртусене хутшăнса мала тухнă. Салтакран таврăнсан çар ĕçне малалла тăсма шутланă. "Русь" ятарлă отряда кĕнĕ. Унта крап берета тивĕçнĕ. 1996-çулхи январь уйăхĕнче Олег Долгов Салман Радуев отрячĕ Кизляр хулинче тытакан заложниксене ирĕке кăларма ятарлă операцие хутшăнать. Вăл Первомайски ялĕ хĕрринче хамăр штурмовиксемпе çирĕпленсе юлать, боецсене хỹтĕлет. Хĕрỹ çапăçура Олег тăшманăн вут тăкакан позицине гранатăсем ывăтса сирпĕтет, темиçе заложника ирĕке кăларма вăй çитерет, тăшманăн 3 салтакне вĕлерет. Кỹршĕллĕ штурмовиксен ушкăнĕ патронсăр юлнипе, приказ тăрăх, Долговпа юлташĕ патрон ещĕкне вĕсем патне сĕтĕрсе каяççĕ. Иккĕшĕ те çăмăл аманаççĕ. Пирĕн ентеш хăй юлташне хăрушлăхсăр вырăна çитме пулăшать. Тавралăха пăхса илме кăшт çĕкленет çеç _ вилмеллех аманать.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 1996-çулхи июлĕн 20-мĕшĕнче кăларнă Указĕ тăрăх, Çурçĕр Кавказра террористсене хирĕç паттăрла çапăçса вилнĕ Олег Николаевич Долгов рядовоя Раççей Федерацийĕн Геройĕ ятне панă (вилнĕ хыççăн).
Çапла, Çĕр-шывăмăрăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн, этемлĕхĕн правипе чысĕшĕн пынă кĕрешỹре хăйсене чăн-чăн патриотсем пек кăтартнă пирĕн Виталий Уруков, Елисей Афанасьев, Олег Долгов. Чи хакли Тăван çĕр-шыв, тăван халăх, этем ирĕклĕхĕ иккенне хăйсен паттăрлăхĕпе ĕнентернĕ. Паянхи тата килес ăрусем валли паха еткерлĕх _ ирĕклĕх, чыслăх, телейлĕ пурнăç _ пиллесе хăварнă, хăйсем вилĕмсĕрлĕхе куçнă. Çак еткерлĕхе упрасси _ пирĕн пирвайхи тата чи таса тивĕçĕмĕр. Асрах тытар ГЕРОЙĂМĂРСЕНЕ, вĕсем чĕртнĕ патриотизм туйăмне сỹнме парар мар...
Зинаида Свеклова.