Умра апат _ кавăнтан, хăналан эс кăмăлтан
КĔР мăнтăрĕ пире нумай кавăн парнелерĕ. Мĕн-мĕн тума пулать-ха кавăнтан? _ Вĕри апат хатĕрленĕ çĕрте унпа усă кураççĕ, салат, сок тăваççĕ, чустаран хатĕрлекен блюдăсенче те ăна хушаççĕ. Кавăн _ питĕ усăллă пахча çимĕç. Вăл чĕрепе юн тымарĕсене çирĕплетме, юн пусăмне йĕркелеме, иммунитета ỹстерме, организма тасатма ырă витĕм кỹрет. Апла тăк, унран блюдо янтăлама ỹркенер мар. Вулакансене кавăнран чи ансат та хăвăрт хатĕрлемелли блюдăсен рецепчĕпе паллаштаратпăр.
КАВĂН СОКĔ
Ингредиентсем: кавăн _ 3 кг, шыв _ 2 л, сахăр песукĕ _ 500 г, лимон кислоти _ 10 мг.
Кавăна пĕчĕк пай туса вакламалла, шывра 15 мин вĕретмелле, блендерпа çемçетмелле, кăштах шыв (кирлĕ пулсан), сахăр песукĕпе лимон кислоти хушмалла. Вĕреме кĕртмелле, 1-2 минут вĕретмелле. Стерилизациленĕ банкăсене ярса хупмалла.
ЖЕЛЕ
Ингредиентсем: кавăн _ 300 г, желатин _ 2 апат кашăкĕ, шыв _ 50 мл, сахăр песукĕ _ 3 апат кашăкĕ, корица (ваниль) _ пĕр чĕптĕм.
Кавăна (мякоть) тăваткал турамалла, сотейникра сахăр песукĕ сапмалла, çур сехет вĕретмелле, вĕренĕ чухне сĕткенне юхтарса илмелле. Блендерпа çакăнтан пюре тумалла, Шывра ирĕлтернĕ желатин ямалла, корица (ваниль) хушмалла. Çак массăна пĕчĕк формăсене ямалла, хытиччен кĕтмелле.
ЦУКАТ
Ингредиентсем: кавăн _ 1 кг, апельсин _ 1 шт, корица _ 1 "патак", сахăр песукĕ _ 1 кг, шыв _ 700 мл, гвоздика _ 2 бутон.
Кавăна тỹрĕ кĕтеслĕ тăваткалăн (бруски) вакламалла. Сахăрпа шывран гвоздикăпа тата корицăпа пĕрле сироп вĕретмелле (5 мин). Çакăн пек 3 хутчен тумалла. Кавăна противень çине хумалла, духовкăна (50 градус) лартмалла е электросушилкăпа типĕтмелле.
ДЕСЕРТ
Ингредиентсем: кавăн _ 1 кг, сахăр песукĕ _ 150 г, пыл _ 1 апат кашăкĕ, грецки мăйăр _ пĕр ывăç.
Пысăках мар кавăн касăкĕсене духовкăра пĕçернĕ чух усă курмалли "çанна" (рукав для запекания) тултармалла, сахăр песукĕ сапмалла, пăтратмалла, "Çанна" икĕ енчен те çыхмалла, шăл тасатмалли патакпа (зубочистка) темиçе çĕртен шăтармалла, духовкăна лартмалла. Унтан кăларсан пылпа тата мăйăрпа пăтратмалла.
ÇĔР УЛМИПЕ ПĔÇЕРНĔ КАВĂН
Ингредиентсем: кавăн _ 350 г, çĕр улми _ 5 штук, сухан _ 1 шт, хытă сыр _ 100 г, тип çу _ 1 апат кашăкĕ, ирĕлтернĕ услам çу _ 1 апат кашăкĕ, ыхра _ 1 шăл, прован курăкĕсем (прованские травы) _ 1 чей кашăкĕ, тинĕс тăварĕ _ çур чей кашăкĕ.
Çĕр улмипе кавăна çỹхе пластина пек касса турамалла, Вĕсем çине хытă сырпа ыхраран (терка витĕр кăлармалла), тип çуран, ирĕлтернĕ услам çуран, прован курăкĕсенчен хатĕрленĕ соус ямалла. Маринада 20 мин хушши тăратмалла, унтан форма çине суханпа (çурма çаврашкан турамалла) черетлесе хумалла, Духовкăра 45_50 мин тăратмалла, тер- кăланă хытă сыр сапмалла, тата 5 минута лартмалла.
З.Свеклова пухса хатĕрленĕ.