Вырăна тухса тĕрĕсленĕ

ЫТЛАРИКУН округ администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин Палтиел ял территорийĕн уйрăмĕнче пулнă. Çула тухма ăна Патирек ялĕнче пурăнакансем "Ситиматик Чувашия" регион операторĕ çỹп-çапа вăхăтра тиесе кайманни çинчен пăшăрханса пĕлтерни васкатнă. Сергей Авенирович ял çыннисемпе тĕл пулса калаçнă. Чăнах та, калăпăшĕпе пысăк ăпăр-тапăра _ контейнер çумне купаланăскере _ оператор турттарса кайма килĕшмен. Ку тĕлĕшпе "Ситиматик Чувашия" йĕркене пăсман. Анчах та йăлари пысăк ăпăр-тапăра урамра йăвалантарса вырттармалла мар, мĕнле те пулин мера йышăнмаллах. Округ администрацийĕн пуçлăхĕ "Ситиматик Чувашия" ООО регионти операторĕпе калаçса татăлма пулнă, ял çыннисене вара пысăк япаласене Палтиелĕнчи Ленин урамĕнче ятарласа уйăрнă вырăна илсе кайма чĕнсе каланă.



05 декабря 2025
16:21
Поделиться