Нева çинчи хулара пулчĕç

Округри Пирвайхисен юхăмĕн членĕсем Санкт-Петербургра çул çỹревре пулчĕç, кунти паллă вырăнсене çитсе курчĕç. Курмалли-тĕлĕнмелли нумай кунта: историпе культура палăкĕсем, архитектура шедеврĕсем...

Каçхине теплоходпа Нева шывĕпе ишни Çурçĕр Венецине тепĕр енчен пăхса киленме май туса пачĕ. Каç сĕмлĕхĕнче Невăра çăлтăрсем выляни, кĕперсем "уçăлни" _ веçех асамлăх тĕнчине илсе çитерчĕ.

Аваллăхпа "сывлакан" хуламăрăн сăн-сăпатне сăн ỹкерчĕксене куçарни çул çỹреве яланлăхах асра хăварма пулăшĕ.

Н.Константинова, Пирвайхисен Юхăмĕн вырăнти уйрăмĕн специалисчĕ.



12 декабря 2025
13:32
Поделиться