Пашьел вăрманĕ Пăва фабрикине пулăшни е Шăмăршă тăрăхĕнче шăрпăкпа хăçан усă курма пуçлани çинчен
Историксем çирĕплетнĕ тăрăх, XIX-ĕмĕр вĕçĕчченех пирĕн енчи ялсенче кăвайт чĕртме е чĕлĕм туртма вут чулĕпе (кремень) усă курнă. Тивсе кайнă вут ан сỹнтĕр тесе, хуран айне хăйă хурсах тăнă, çак вута кỹршĕ-аршăпа та пайланă.
Ульяновск облаçĕн патшалăх истори архивĕнче упранакан пĕр документра Пăва уесĕнчи Шăмăршăпа Шамккай вулăсĕсенче пирвайхи хут кỹкĕрт (сера) шăрпăкĕпе 1894- çулта усă курма тытăннине асăннă.
"Пăва хулинче Федор Михайлович Пименов купец шăрпăк фабрики туса лартнă, _ вулатпăр документра. _ 1894-çулхи май уйăхĕнче малтанхи продукцие виçĕ лавпа Шăмăршă тата Шамккай вулăсĕсенче сутма илсе килнĕ. Çак çулах Шăмăршăра тата Пашьелĕнче шăрпăк лавккисем уçăлнă". (Ульяновск облаçĕн патшалăх истори архивĕ, ф.586, 8172 упр.ед.) Хăй туса кăларакан шăрпăка вырнаçтарма тата унпа усă курни халăх пурнăçне нумай çăмăллăх кỹни çинчен ăнлантарса пама, Шăмăрша Федор Пименов ятарласах килсе кайнă. Хăйĕн продукцине вăл, шỹтлесе: "кĕсьери вут", _ тенĕ (Ульяновск облаçĕн патшалăх истори архивĕ, Ф.586, 4 упр.ед.)
Федор Михайлович пирĕн тăрăха шăрпăк сутассишĕн çеç килмен: пысăк тупăшлă производствăна анлăлатма ăна йывăç нумай кирлĕ пулнă. Купец Шăмăршă тата Помай удельни именийĕсене çитсе вăрман улпучĕсемпе тĕл пулнă. Уйрăмах ăна Кувай дачинчи (халĕ çак вырăн _ "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕнчи Пашьел лесничествин лаптăкĕ _ авт.) йывăçсем килĕшнĕ. Кувай дачин лаптăкĕ 12147,93 теçеттин, е 13271,6 гектар йышăннă. Шăрпăк тата фанера производ- ствине питех те кирлĕ ăвăспа хурăн пĕтĕм лаптăкăн _ 19 проценчĕ, çăка йывăçĕ 9,8 проценчĕ шутланнă. Федор Пименов Кувай дачин хуçисемпе Пăвана ăвăспа çăка тата хурăн касса турттарма килĕшỹ тунă. Вăрман ĕçне Палтиел Уразлеево ялĕнчи _ 80 çынна, Патирек ялĕнчи _ 78 çынна, Асанкасси ялĕнчи 27 çынна явăçтарнă. Вĕсене "лашмансем" тенĕ. Пименов фабрики валли Ирçе Тĕкки çумĕнчи вăрмана та каснă. Лашмансем юр çусан çунапа Пăвана туратран тасатса тирпейленĕ пĕренесене турттарнă.
XIX-ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче патшалăх укçипе çырма-çатра урлă кĕпер хывма тытăннă. Пирĕн тăрăхри Пăва _ Улатăр аслă çул çинчи Хырла тата Пасна çырмисенче те йывăçран шанчăклă кĕперсем тунă. Çак çулпа Пăвана йывăç турттарма та меллĕ пулнă. Пăва_Улатăр аслă çулпа сăнчăрланă тĕрме çыннисене (арестантсене) те илсе çỹренĕ, вĕсем Кив ял (Кахăрлă Шăхаль ялĕ) çывăхĕнче канма чарăннă. Çак вырăнта йывăçпа тĕм нумай ỹснĕ, вăрман турттаракан лашмансем унтан иртсе çỹреме шикленнĕ. Кун пирки Пименов купцана та пĕлтернĕ. Вара вăл Пăва уесĕнчи жандармсен пуçлăхне çапла каланă пулать: "Там есть такое место _ пугало. По наведению порядка, немедленно надо принимать меры".
Шăпах çак "пугало" (чăвашла _ хăратакан вырăн) сăмахран "Пăхаллă" ят та тухса кайнă пулмалла. "Пăхаллă" текен вырăн паян илемлĕ пĕчĕк вăрмана аса илтерет. Ката ячĕ мĕнпе çыхăннине архив доку- менчĕ уçăмлатать. Федор Михайлович Пименов Хырла çырми хĕрринче вырнаçнă фабрикăна механизацилес тĕлĕшпе тăрăшсах кайман, ĕç вăйĕ йỹнĕ пулни ăна тата та пуйма май панă. Фабрикăра хĕллехи вăхăтра пирĕн тăрăхри хресченсем те ĕçленĕ, çур аки пуçланас умĕн вĕсем яла таврăннă. Ун чухне дворянсем тарçисене шалу вырăнне хăйсен хушамачĕсене парасси йăлана кĕнĕ. Сăмахран, Пăва тăрăхĕнчи дворянин, Пăва Земство управин председателĕ Александр Андреевич Головинский Палтиел çамрăкне хăйĕн хушаматне парнелени паллă. Александр Андреевич тĕслĕхĕпе, Федор Михайлович Пименов та темиçе рабочие хăйĕн хушамачĕпе "савăнтарнă". Пирĕн тăрăхри Пименовсене шăпах çав "телей" çитнĕ пулмалла. Паллах, çакна халĕ тĕп-тĕрĕс тесе çирĕплетме май çук, çапах та Пименовсен мăн аслашшĕ Пăвари шăрпăк фабрикинче ĕçлени пирки В.И.Максимов таврапĕлỹçĕ те асăннине ĕненес килет. Пименов хăй туса кăларакан шăрпăк коробки çине малтан Пăва хулин гербне ỹкернĕ пулнă. Акци сборĕсем çинчен калакан патшалăх Уставĕнче вара çапла çырнă: "...на каждом отдельном помещении со спичками должен быть отражены _ фамилия фабриканта или фирма фабрики, местонахождение последней и сорт спичек". Çак хушăва пурнăçласа, Пăвари шăрпăк 1917-çулхи октябрьти революцичченех "Пименовские" ятпа тухса тăнă. 1 пин коробка хатĕрленĕшĕн хуçа рабочисене 7 пус тỹленĕ. Вулаканшăн çакă та интереслĕ пулмалла: ун чух Пăва уесĕнче пĕр коробка шăрпăк _ 1 пус çурă, пĕр литр краççын _ 25 пус, çур литр шурă эрех _ 30 пус, пĕр мăшăр сăран атă 20 тенкĕ тăнă.
Ив.САЛАНДАЕВ. (Статья çырнă чух автор Ульяновск облаçĕн патшалăх истори архивĕн докуменчĕсемпе усă курнă.