"Шăмăршă _ Çĕнĕ çул территорийĕ" конкурс
ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин "Шăмăршă _ Çĕнĕ çул территорийĕ" конкурс ирттересси пирки йышăну кăларнă.
Постановленире палăртнă тăрăх, декабрĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа çак уйăхăн 25-мĕшĕччен Шăмăршă муниципалитет округĕн территорийĕнчи çуртсемпе сооруженисене Çĕнĕ çул уявĕн сăн-сăпатне кỹмелле тата каçхине çутатса тăрассине йĕркелемелле.
Конкурса ял территори уйрăмĕсем, предприятисемпе учрежденисем, уйрăм предпринимательсем тата Шăмăршă муниципалитет округĕнчи килти хуçалăхсем хутшăнма пултараççĕ. Конкурс кăтартăвĕсене жюри декабрĕн 25-мĕшĕнче пĕтĕмлетет. Çĕнтерỹçĕсене Хĕл мучипе Юр пике савăнăçлă лару-тăрура чыслĕç.