Чăрăшсене упрар!

ÇĔНĔ ÇУЛ уявне пурсăмăр та пысăк хавхаланупа кĕтетпĕр. Нумайăшĕ уява заводра хатĕрленĕ искусствăлла чăрăшпа паллă тăвать, унпа темиçе çул хушши усă курма пултарать. Хăшĕ-пĕри вара вăрманти ешĕл чăрăша килĕштерет. Шел те, саккуна пăсса чăрăш касакансем те тĕл пулаççĕ. Чăваш Республикинчи "Вăрман хуралĕ" хысна учрежденийĕн Шăмăршă лесничестви çапла асăр- хаттарать: хăйсем тĕллĕн чăрăш е хыр йывăççине каснăшăн граждансене _ 3 пин тенкĕрен пуçласа 4 пин тенкĕ таран, должноçри çынсене _ 20 пинрен пуçласа 40 пин тенкĕ таран, юридици сăпачĕсене 200 пинрен пуçласа 300 пин тенкĕ таран штраф тỹлеттерме пултараççĕ.

Енчен те сире уяв валли чăрăш кирлĕ пулсан, лесничествăна пырса туянма пултаратăр. Лесничество коллективĕ пурне те тăван çут çанталăка упрама чĕнсе калать.

Ф.ЖАМКОВ, "Вăрман хуралĕ" хысна учрежденийĕн Шăмăршă лесничествин лесничийĕ.



19 декабря 2025
15:38
Поделиться