"Эдуард, эс _ пирĕн мăнаçлăх!"
Çак сăмаха Васан ял çыннисем кунта çитĕнсе çунат сарнă Эдуард Шоронов пирки калаççĕ. Вĕсем, чăннипех те, ăна тивĕçлĕ.
Эдуард ятарлă çар операцийĕнче нацистсене хирĕç çапăçать. СВОна вăл 2022-çулхи октябрĕн 17-мĕшĕнче йĕркеленĕ мобилизаципе лекнĕ. Запорожье тăрăхĕнче тăрать, взвод командирĕ. Халĕрех кăна-ха, икĕ уйăх хушшинче, çар пĕлĕвне ỹстерекен курс витĕр тухнă.
Çак кунсенче Э.Шоронов кĕçĕн лейтенант Васана отпуска килсе кайрĕ. Ял территори уйрăмĕнче граждансемпе, çамрăк ăрупа тĕл пулчĕ, фронтри лару- тăрупа паллаштарчĕ. Эдуард Валерьевич паттăр салтак тата ăста командир пулнине ун наградисем çирĕплетеççĕ. Вĕсем: "Ятарлă çар операцийĕн участникне", "Хăюлăхшăн" ("За отвагу"), 2-степеньлĕ "Çарти паттăрлăхшăн" ("За воинскую доблесть") медальсем.
Ентешĕмĕр ял-йыша çирĕппĕн çапла каларĕ:
_ Эпир _ мир салтакĕсем _ эрнесерен, кунсерен, сехетсерен Çĕнтерĕве çывхартатпăр. Эсир _ тылрисем _ пур енлĕ пулăшу панипе эпир вăйлă. Фронтпа тыл пĕрлĕхĕ пире нацистсене тĕп тума пулăшатех! Эдуард Шоронов пек чăн-чăн патриотсем пуррипе вăйлă та Раççейĕмĕр.
А.Егорова. Васан ялĕ.