"Фронта пулăшассинчен мĕншĕн пăрăнас?"

"Фронта пулăшассинчен мĕншĕн пăрăнас?"

Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпах округра маскировка сетки çыхаççĕ. Хамăр хỹтĕлевçĕсене хỹтлĕхре тытассине мала хуракансем хутшăнаççĕ çак пархатарлă ĕçе. Шутланă-и эсĕ, тусăм, Шăмăршă округĕнче ку юхăма кам пуçласа яни çинчен? Хуравне тỹрех калам: хỹтлĕх каррине çыхас ĕçĕн пуçаруçи _ Пуянкассинче пурăнакан Людмила Федотова пенсионер, маларах район больницинче аслă фельдшер-лаборантра вăй хунăскер.

_ Çамрăксене СВОна мобилизаципе ăсатсан, 2022-çулхи октябрĕн 21-мĕшĕ хыççăн, эпĕ интернет уçлăхĕнче çынсем фронт валли маскировка япалине çыхнине сăнлакан сăн ỹкерчĕксене асăрхарăм. Пуçăмра шухăш çуралчĕ: "Пирĕн те çавнашкал хỹтлĕх карри çыхма пулать-çке. Вăл блиндажа, çар техникине, паллах, салтаксене тăшманран çăлса хăварма пултарать". Шăмăршăри "Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ" пуçару ушкăнĕн ертỹçипе _ Марина Васильевăпа _ кун пирки сỹтсе яврăм, округра сетка çыхма пуçласси пирки сĕнтĕм (эпĕ ун патне шăпах ял-йышпа пĕрле пуçтарнă 8 упаковка гуманитари япали _ апат- çимĕç, çи-пуç, гигиена хатĕрĕсем _ леçме пынăччĕ). Марина Александровна урлă 3мх6м анлăшĕллĕ сетка çырăнса илтĕмĕр, _ каласа парать Людмила Михайловна. _ 2023-çулхи февральте вара пĕрремĕш хут çĕнĕ ĕçе алла илтĕмĕр. Хастар хĕрарăмсене пухса калаçрăм. Килтен тĕксĕмрех чỹрече каррисемпе простынь-пододеяльник илсе килтĕмĕр, вĕсенчен хăюсем касса хатĕрлерĕмĕр, сăрăпа сирпĕтсе кирлĕ тĕсе çавăртăмăр. Пуянкассинчи Культура çуртне пухăнса виçĕ сетка çыхрăмăр, округ центрне леçрĕмĕр; вĕсене кайран гуманитари машинипе СВО зонине ăсатрĕç. Çапла пуçланса кайнă Пуянкасси ял территори уйрăмĕнче маскировка çыхасси.

Людмила Федотова, пăрчăканла вăр-варлăхпа палăраканскер, интернет урлă сетка çыхмалли мелсене шĕкĕлченĕ, ыттине вĕрентнĕ, шкулсенче, Шăмăршăра ăсталăх класĕ кăтартнă. Ырă пуçару округĕпех сарăлнă. Иртнĕ çул пуянкассисемпе кахăрлăшăхальсем юлнă материалтан накидка, нашлемник çыхма пуçланă, вĕсене "йывăç çулçипе", "курăкпа" илемлетнĕ.

Людмила Михайловна пĕр çулталăк çурă каялла телевизорпа "типĕ душ", çавăн пекех "пурнăç сулли" пирки илтнĕ-курнă. Вĕсене хатĕрлеме хăнăхнă. Ирина Глухова волонтер акă вăл вĕрентнипе "пурнăç суллине" чылай туса янтăларĕ, вĕсене салтаксем хапăллаççĕ. Округ центрĕнчи Ваттисен çуртне çитсе, пуçаруллă хĕрарăм тăтăшах ăсталăх класĕ йĕркелет _ ан тив, ыттисем те пĕлччĕр ку ĕçе. Сăмах май, Халăха социаллă пулăшу паракан центр ĕçченĕ Ирина Антонова ентешĕсене сисĕмлĕ пулăшу парать: ял-йыш пухнă укçа-тенке Озона куçарса кирлĕ материал заказ парать. Малтанхи пекех, "Çĕнтерỹ чĕнĕвĕпе" тачă çыхăнура Л.Федотовăн пуçару ушкăнĕ. Хатĕр япаласене унта çитерет. Отпуска килекен салтаксенчен те хатĕррине парса яма меллĕ. Ĕç-пуçа ертỹçĕ волонтер йĕркеленĕ "Мобилизациленнисене _ пулăшу" чат урлă туса пыраççĕ. Хальлĕхе Л.Федотова ушкăнĕ 48 хỹтлĕх карри çыхнă (çуллахи-кĕрхи ĕçлĕ тапхăр хыççăн ку ĕçе тăсрĕç). Кăмăллă пулăм, волонтерсем хатĕр хỹтлĕх каррисем (вĕсене "Кĕтмен парнеллĕ сеткăсем" ят панă) ăшне çыру, пылак çимĕç, аялти йĕм е ăшă нуски хурассине йăлана кĕртнĕ. Кунсăр пуçне "типĕ душ", "пурнăç сулли" янтăласси вăй илчĕ. Малашлăхра _ снайпер çи-пуçне (костюм, брюки, капюшон) хатĕрлесси; ăста çĕвĕç те пур _ гуманитари япалисене тултармалли михĕсем çĕлекен Мария Андреева.

... Фронтри йывăр лару-тăрăва ăнланса, килти ĕçĕсене пăрахса, хамăр салтакăмăрсене пулăшас тĕллевлĕ волонтерсене вара ятранах асăнас килет. Акă вĕсем гуманитари япалисем хатĕрлекен чăн-чăн патриотсем: Людмила Тимофеева, Надежда Спиридонова, Фаина Андронова, пĕр тăван Татьянăпа Анисия Антоновăсем, Светлана Андреева, Марина Краснова, Валентина Краснова.

_ Çĕр-шывĕпех _ ватти-вĕтти таранах _ фронта пулăшаççĕ пулсан, пирĕн мĕншĕн айккинче юлас, _ теççĕ çак маттур хĕрарăмсем. Çапла, патриотизм хамăртан пуçланать... Ун хĕлхемĕ кашнин чунĕнчех ялкăшсан МИР салтакĕсем те пирĕн пулăшупа тăшмана хăвăртрах тĕп тăвĕç... Çакна шанатпăр...

Зинаида Свеклова.



19 декабря 2025
15:43
Поделиться