"Хаçатсăр пĕр кун та пурăнаймастăп..."
"Шăмăршă хыпарĕ" темле тутлă апата та улăштарать. Чăн сăмах! Мана хаçатра пичетленекен район хыпарĕсем, илемлĕ литература хайлавĕсем (уйрăмах _ калавсем), ĕçчен те пултаруллă çынсем çинчен çырнă очерк-тĕрленчĕк çав тери килĕшеççĕ.
Малашне страницăсенче ял хуçалăх, воспитани темисене халалланă статьясем ытларах пуласса шанатăп.
Эпĕ район хаçатне ачаранах кăмăлласа вуланă. Шăмăршăри çыхăну уйрăмĕнче операторта, хаçат сортировка тăвас енĕпе тимленĕ чухне маншăн район хаçачĕ чун пек хаклă пулса тăчĕ. "Шăмăршă хыпарне" мăшăрăмпа алран ямасăр вулатпăр. Нихçан та ăна çырăнмасăр юлман. Округçыннисене те ăна çырăнса илме чĕнсех калатăп: _ Çырăнăр, вулăр, ăс илĕр! Ỹкĕнмĕр.
Нина Миронова, пенсионер. Çĕнĕ Шăмăршă ялĕ.