Карапай Шăмăршă "Çăлтăрĕ" _ пуриншĕн те тĕслĕх
ДЕКАБРĔН 11-мĕшĕнче Шупашкарти Ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн керменĕнче Чăваш Республикин шкулĕсенче 5-7-классенче вĕренекенсен "Зарница" çарпа спорт вăййи иртнĕ. Ăмăртăва 18 команда хутшăннă, 200 ытла çамрăк армеец çĕнтерỹ шĕн кĕрешнĕ. Шăмăршă округĕн чысне Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕнчи çамрăк армеецсен отделенийĕн "Çăлтăр" команди хỹтĕленĕ. Команда "Пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсем" конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăннă. Уйрăм зачетра Арина Полякова виççĕмĕш вырăна тухнă. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене "Авангард Центр" ГАУ ЧР ДО Кубокпа тата Дипломпа чысланă.