Кивĕ Чукал хорĕ Шупашкарта юрлĕ
ДЕКАБРĔН 11-мĕшĕнче Шăмăршă Культура керменĕнче Пĕтĕм Раççейри хор тата вокал коллективĕсен конкурсĕн муниципалитет шайĕнчи конкурсĕ иртнĕ. Çĕнтерỹçĕсене виçĕ номинаципе тата В.Я.Шаинский композитор пултарулăхне халалланă ятарлă номинаци тăрăх палăртнă.
"Ман Тăван çĕр-шывăн юррисем" номинацире _ Кивĕ Чукал тĕп шкулĕн хорĕ, "Музыка калейдоскопĕ" номинацире _ Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнчи "Çăл куç" ансамбль, çемье коллективĕсен "Ăрусен çыхăнăвĕ: пирĕн çемьен юратнă юррисем" номинацийĕнче Палтиел вăтам шкулĕнчи Идрисовсен çемье коллективĕ мала тухнă. В.Я.Шаинский композитор пултарулăхне халалланă ятарлă номинацире Кивĕ Чукал тĕп шкулĕн хорĕ çĕнтернĕ.
Конкурсра чи пысăк ăсталăх кăтартнă Кивĕ Чукал тĕп шкулĕн хорĕ Пĕтĕм Раççей конкурсĕн регионти ăмăртăвĕнче Шăмăршă муниципалитет округĕн чысне хỹтĕлĕ.