Çăлтăр сỹнсен те, çути йăлтăрать

Çăлтăр сỹнсен те, çути йăлтăрать

Валерий Яковлев ... Режиссер, сценограф, инсценировкăсен авторĕ, куçаруçă, профессор, Чăваш АССР искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, СССР тата РСФСР халăх артисчĕ, Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн тата Раççей Федерацийĕн Правительствин премийĕн лауреачĕ, Раççей Федерацийĕн Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Чăваш Республикин, Шупашкар хулин тата Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ...

Сăваплă Шăмăршă тăрăхĕнчи Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнче çут тĕнчене килнĕскер, Валерий Николаевич хăйĕн пĕтĕм пурнăçне К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне халалланă, ахаль артистран тĕп режиссер _ илемлĕх ертỹçи таран çĕкленнĕ. Тăван çĕр-шыв унăн мухтава тивĕçлĕ ĕçне Халăхсен туслăхĕн орденĕпе, "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орденпа, Хисеп орденĕпе, IV-степень "Тăван çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орденпа чысланă. Валерий Николаевича Раççейри "Ылтăн маска" Наци премийĕпе тата ытти наградăпа хавхалантарнă. Ăна ЧАССР Верховнăй Совечĕн депутатне те суйланă.

_ Халăх юратăвне кăкăр çинчи медальпе çĕнсе илейместĕн, _ тенĕччĕ Валерий Николаевич тăван Шăмăрша хăнана килсен манпа калаçнă чух. _ Искусствăна Турă панă талантлисем çĕклеççĕ. Манăн пĕтĕм пурнăçăм _ театр тата тăван чăваш халăхĕ. Эпир _ артистсем _ чун илемĕн вăрлăхне акакансем. Унпа тĕл пулнăранпа нумай та вăхăт иртмерĕ _ Шупашкартан чуна çĕçĕпе чикнĕ пек ыраттаракан хурлăхлă хыпар çитрĕ. 85 çула çитсе, Шăмăршă çĕрĕн мухтавлă ывăлĕ, чăваш театрĕн çутă çăлтăрĕ Валерий Николаевич Яковлев пурнăçран уйрăлса кайнă. 2024-çулхи декабрĕн 20-мĕшĕнче эпир чунтан юратакан çыннăн тỹпери çăлтăрĕ сỹнчĕ пулин те, унăн çути йăлтăртатма пăрахмарĕ.

Валерий Николаевич ăс парса _ вĕрентсе ỹстернĕ театр "ачисем" _ паянхи паллă артистсем _ чăваш театрĕн "ашшĕн" ырă ĕçне малалла тăсаççĕ. Валерий Яковлевăн тăван ялĕшĕн çĕр йăтайми пысăк хуйхă çулталăк иртсен те сĕвĕрĕлсе пĕтмен.

_ Эпир ăна таса чĕререн юратнă, Валерий Николаевич яла килни пирĕншĕн чи пысăк уяв пек пулнă, _ аса илет педагогика ĕçĕн ветеранĕ Галина Мурзина. _ Хамăр пурăннă чух эпир ăна асран кăлармăпăр. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Елена Муравьева та çаплах шутлать:

_ Валерий Николаевич пурнăçран уйрăлса кайни ял-йышшăн чи çывăх çынна çухатнă пекех пулчĕ. Унăн тĕрлĕ хисеплĕ ятпа награда нумай пулнă, çапах та тĕп награда _ халăх ăна чĕререн юратни. Юнпа та, чунпа та вăл _ пирĕн ял çынни, пирĕн мухтав.

Валерий Николаевич Яковлев йывăр чире пула пурнăçран уйрăлса кайнăранпа ыран çулталăк çитет. Авалхи чăваш йăлипе, унăн ырă ятне асра тытса килте çатма шăрши кăларар, чиркĕве кайса çурта çутни те сăваплă ĕç пулĕ. Ырă çын вилет _ ырă ячĕ юлать...

Ив.САЛАНДАЕВ.



19 декабря 2025
15:35
Поделиться