Мĕнпе асра юлчĕ-ха 2025-çул?

Константин ЕМЕЛЬЯНОВ, "кĕмĕл" волонтер, Шăмăршă ялĕ:

_ Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли 1 пин ытла окоп çурти хатĕрлесе фронта ăсатрăм. Кĕске вăхăтлăха отпуска килнĕ паттăрсем ман патăма кĕрсе тав туни чунтан савăнтарать. Эппин, 73 çулта пулин те, Тăван çĕр-шыва усă кỹретĕп-ха, манăн пĕчĕк ĕç те Çĕнтерĕве çывăхартма пулăшать. 2025-çул пирĕн çемьешĕн те паллă çулталăк пулса юлĕ: мăшăрăмпа _ Лидия Ивановнăпа _ пĕр çемье йĕркеленĕренпе 50 çул çитрĕ. "Ылтăн туйпа" саламлакансем нумай пулчĕç. Пурне те чĕререн тав тăватпăр.

Александр ЕРЕМЕЕВ, Чукал участок лесничествин лесничийĕ:

_ Хама шанса панă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа туса пыма тăрăшрăм. Чи пысăк савăнăç _ Вăрман ĕçченĕсен кăçалхи уявĕнче мана Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствин Хисеп грамотипе чыслани. "Чукал вăрманĕн пуянлăхĕ ан чактăр, эпир лартнă çамрăк хунавсем вăй илсе çĕкленччĕр, чĕр чун тĕнчи хушăнсах пытăр", _ çакăн пек çутă ĕмĕт-шухăшпа кĕретĕп çĕнĕ 2026-çула.

Александр САТЕЕВ, "Централизациленĕ клуб тытăмĕ" АУ директорĕ:

_ Асра юлнă пулăм нумай: çапах та чи паллă ĕç Шăмăршăри Культура керменĕнче кинозал уçăлни тесе шутлатăп. Кинозала конкурс ирттерсе "Кино- МирШемурша" ят пани те халăх кăмăлне кайнă. Октябрь уйăхĕнче тепĕр пысăк савăнăç пулчĕ: "Культура" Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, Шăмăршă муниципалитет округне нумай функциллĕ куçса çỹрекен культура центрĕпе _ автоклубпа тивĕçтерчĕç. Округри пултарулăх коллективĕсем республикăри кашни конкурсах хутшăнса малти вырăнсене йышăнни те культура ĕçченĕсен чапне çĕклет.

Марина СЕМЕНОВА, Елчĕкри почтамтăн Шăмăршă уйрăмĕн начальникĕ:

_ Пирĕн коллектив пысăк мар, апла пулин те халăх ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшатпăр. 2025-çулта ял çыннисене хаçат-журнал çырăнтарас тата валеçес ыйтăва тĕп тимлĕхре тытрăмăр. Асра юлни _ мана "Раççей почти" АО генеральной директорĕ Тав çырăвĕпе хавхалантарни. Çак наградăна тỹрре кăларассишĕн малашне те пысăк вăй хурса ĕçлĕп. Хамăрăн коллективри кашни çыннах çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе чĕререн саламлатăп, пурне те çирĕп сывлăх, çемье телейĕ, ĕçре ăнăçу сунатăп.

Александр ИЧАНКИН, Шăмăршăри "Туслăх" спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ.

_ Кашни ирех спорт шкулне пысăк савăнăçпа утатăп. Манăн воспитанниксем республикăри тата урăх регионти ăмăртусенче малти вырăнсене çĕнсе илни кăмăла çĕклет. Александр Масленников, Степан Одиноков, Даниил Шамеев тата ытти спортсмен спорт шкулĕн тата хамăрăн округ чысне çỹлте тытаççĕ. 2026-çулта самбистсемпе дзюдоистсем тата та пысăкрах çитĕнỹ тăвасса шанса тăратăп.

Николай АВКСЕНТЬЕВ, Патирек ялĕн старости:

_ 2025-çулта тахçанхи ĕмĕт пурнăçа кĕчĕ: Турă пулăшнипе, хамăр тăрăшнипе ялта илемлĕ часовня çĕкленчĕ. Майăн 22-мĕшĕнче тĕн çуртне савăнăçлă лару-тăрура уçрăмăр. Çак илемлĕ çурта тума хутшăннă кашни çынна чĕререн тав тăватăп. Çулталăкра ялта ырă ĕç тата та нумай пулчĕ. Уй-хирте пуян тыр-пул çитĕнтернĕ, ял çыннисем выльăх-чĕрлĕх ытларах усрама тытăнчĕç, çурт- йĕре çĕнетсе илемлетекенсем те йышлăланчĕç. "Гостехнадзор" инспекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх, Патирек ялĕ килти хуçалăхра усă куракан мотоблок шучĕпе те округра чăн малти вырăна тухнă.

Ирина СМИРНОВА, Шăмăршă район больницин тĕп врачĕ:

_ Кăçалхи июнĕн 24-мĕшĕнче _ Республика кунĕнче _ округра "Сывлăх патне _ утăм" проект ĕçлеме пуçларĕ. Çак проектпа килĕшỹллĕн, медицина ĕçченĕсем кашни ялах çитсе халăх сывлăхне тĕрĕслерĕç. Çулталăкри чи паллă событи _ ноябрĕн 27-мĕшĕнче Палтиел ялĕнче çĕнĕ тухтăр амбулаторийĕ уçăлни. Амбулатори çывăхри 5 ял çыннисен сывлăхĕшĕн тăрăшĕ. Çавăн пекех Пăчăрлă Пашьелĕнчи тухтăр амбулаторине те тĕпрен юсаса хулари сывлăх çурчĕ пек хăтлăх кĕртрĕмĕр. Юлашки 5 çул хушшинче Шăмăршă муниципалитет округĕнче 6 ФАП тата 2 врач амбулаторийĕ хута яни _ пирĕн патăмăрта "Вăрăм та хастар пурнăç" Наци проекчĕ туллин пурнăçланса пынине çирĕплетекен ырă тĕслĕх.

Татьяна МАТВЕЕВА, "Чăваш Енри хĕрарăмсен Союзĕ" общество организацийĕн Шăмăршă уйрăмĕн председателĕ.

_ Хамшăн чи пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм мана "Раççейри хĕрарăмсен союзĕ" обществăпа патшалăх организацийĕ Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕн Çăлтăрĕпе чыслани тесе шутлатăп. Округри хĕрарăмсем ĕçре те, çемьере те, общество пурнăçĕнче те ырă тĕслĕх кăтартни чуна савăнтарать. Пирĕн хĕрарăмсем СВО валли хỹтĕлев сетки çыхма та, гуманитари япалисем пуçтарма та хастар хутшăнаççĕ. Кунсăр пуçне вĕсем юрă-ташăра та маттур. "Чăваш Енри хĕрарăмсен Союзĕ" общество организацийĕн Шăмăршă уйрăмĕ сăн-пичĕпе те, кăмăлĕпе те илемлĕ, ылтăн алăллă хĕрарăмсене Çĕнĕ çул уявĕпе хĕрỹллĕн саламлать, пурне те телей, юрату, çирĕп сывлăх сунать.

Ив.САЛАНДАЕВ ыйтса пĕлнĕ.



19 декабря 2025
15:37
Поделиться