Пирĕн Ангелина маттур çав!
ШУПАШКАРТА çак кунсенче творчество уявĕ _ "Чăваш Енри пултаруллă ачасем- 2025" Республикăри XV форум иртнĕ. Шăмăршă художество шкулĕнче вĕренекен Ангелина Антонова "Живопись" номинацире çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнĕ тата дипломант ятне тивĕçнĕ. Çак çитĕнỹре Инна Поликарпова преподавателĕн тỹпи те пысăк.