Пушар хăрушсăрлăхĕ, спорт аталанăвĕ тата Пушкин картти
ЮНКУН Чăваш Республикинче _ çав шутра Шăмăршă муниципалитет округĕнче те _ Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Унăн тĕп темисем:
- Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсене ирттернĕ чух пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнасси çинчен.
- Чăваш Республикинче "Физкультурăпа массăллă спорта аталантарасси çинчен" тата "Эпĕ спорта суйласа илетĕп" бизнес-спринт федераци проекчĕсем мĕнле пурнăçланса пыни çинчен.
- МФЦ офисĕнче патшалăх тата муниципалитетăн мĕнле çăмăллăхĕсене пани çинчен.
- "Пушкин карттине" çĕнĕрен кăларасси çинчен. Информаци кунне ирттерме Шупашкартан "Гостехнадзорăн" Чăваш Республикинчи патшалăх инспекцийĕн тĕп инспекторĕ Владимир Димитриев тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов килнĕ. Вĕсем Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе Сергей Галкинпа пĕрле администраци çуртĕнче иртнĕ анлă канашлу ĕçне хутшăннă.
Информаци кунĕн темисене уçса панă май, Владимир Димитриев, Валерий Антонов тата Сергей Галкин ыйтусем çине те тĕплĕн хуравланă. Сергей Авенирович уйрăмах уяв кунĕсенче вут-кăвартан асăрхануллă пулмалли çинче чарăнса тăнă, пур службăн та сыхă тăмаллине палăртнă. Информаци ушкăнĕ çав кунах граждансене харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăнассине йĕркеленĕ.
А.АЛЕКСАНДРОВА.