«Ачасемшĕн пур енĕпе те кăтартуллă пулмалла...»

«Ачасемшĕн пур енĕпе те кăтартуллă пулмалла...»

Справка Минеева Роза Семеновна (15.01.1945) ЧАССРăн Шăмăршă районĕнчи Палтиел ялĕнче çуралнă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн биологипе хими факультетĕнче аслă пĕлỹ илнĕ. Ĕç биографине Вырăс Чукал шкулĕнче пуçланă. Унтан Палтиел вăтам шкулне куçнă. Ахаль учительте _ 11, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕнче _ 21, шкул директорĕнче 6 çул тимленĕ. Хастар общественница. Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, СССР çут ĕç отличникĕ, ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ. Ĕç ветеранĕ.

_ Ырă та телейлĕ кун сунатăп Сире, Роза Семеновна!

_ Сире те çавнах сунатăп, Зинаида Ивановна!

_ Роза Семеновна, Эсир халăх вĕрентĕвĕн сферинче 38 çул вăй хунă. Пуян опытлă вĕрентекен. Калăр-ха, ачасене çирĕп пĕлỹпе тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре учительшĕн чи кирли мĕн?

_ Питĕ тĕрĕс ыйту... Чи малта, паллах, професси ăсталăхĕ тăрать. Хăвăн предметна юратмасăр тата тарăн пĕлмесĕр, педагогикăпа психологи наукисемпе тачă çыхăнмасăр, урокра тата класс тулашĕнче тумалли ĕç-пуç методикине лайăх алла илмесĕр малалла каяймăн. Тата АЧАСЕНЕ юратмалла _ унсăрăн вĕсен чун-чĕрине, шалти кăмăл-туйăмне, ăс-хакăлĕпе пултарулăх шайне пĕлеймĕн, çавна май вĕренỹпе воспитани ĕçне кирлĕ пек йĕркелеймĕн.

_ Пĕр учителех кашни ача тĕрлĕ- рен йышăнать, предметне те...

_ Ку, паллах, ачан характерĕпе темпераментĕнчен, ун пурнăçĕн хаклăхĕнчен (вырăсла _ ценности жизни), вăл килте илнĕ воспитанирен, ăна хупăрлакан çынсенчен, ман шутăмпа, тата учительтен килет.

_ «Учительтен килет...» Кун пирки тĕплĕнрех ăнлантарăр-ха.

_ Учитель _ урок параканпа воспитатель кăна мар. Чăн-чăн вĕрентекенĕн _ психолог та, канашçă та, аслă юлташ та пулмалла. Хăш-пĕр вĕренекен учительте ашшĕ-амăш сăнарне курать-туять. Ку ытларах кил-йыш хỹттине курман, хăйне пурнăç панă çынсен ăшшипе юратăвне туйман арçын ачасемпе хĕрачасенче палăрать. Ача чĕри _ барометр пекех _ питĕ сисĕмлĕ. Ăçта ăшă, лăпкă _ вĕренекен çавăнта туртăнать. Кун пирки эпĕ ĕçĕмре тĕл пулнă нумай тĕслĕхпе çирĕплетме пултаратăп. Сăнанă тăрăх, лайăх класс ертỹçисем «иккĕмĕш» ашшĕ (амăшĕ) пулса тăраççĕ. Ку вăл воспитанникăн пур енлĕ пурнăçне витĕр курса тăнипе, ун ырă енĕсене аталантарнипе тата начар енĕсенчен хăтăлма пулăшнипе çыхăннă. Талантсăр ача çук. Çавăнпа та учителĕн унри Турă панă ăсталăха курма-тупма пĕлмелле, ăна аталантарма питĕ вăйлă тăрăшмалла.

_ Лайăх учитель пулас тесен, унăн пур енĕпе те ĕмĕтри сăнар _ идеал тетпĕр _ пулмалла теççĕ. Эсир кун пирки мĕн калатăр?

_ Килĕшетĕп ку шухăшпа. Учитель вăл _ пурин куçĕ умĕнче те. Шкулта кăна мар, обществăлла вырăнсенче те, ял çинче, округра... Ун прически, çи-пуçĕ, пуплевĕ, утти-хусканăвĕ, пурнăç йĕрки, ĕçĕ-хĕлĕ _ веçех ыттишĕн кăтартуллă пулмалла. Учитель _ ял-йышшăн пĕрремĕш çын. Вăл _ общество ĕçĕнче: ертỹлĕхре, канашлăхра, массăллă мероприятисенче... Ун çине пурте пăхаççĕ,_ лайăх тĕслĕх илмелĕх пултăр. Ачасем вĕрентекен почеркне е уттине евĕрлеççĕ пулсан, халăхра ун пек сăнарлă калаçма, килĕшỹллĕ тăхăнма е тата ыттине тума вĕренекен пурах. Нихçан та çемçелмелле мар учителĕн. Хăвăрах шутласа пăхăр: шкулта е урамра хăр-хар кăшкăрсан, вараланнă тумтирпе е атă-пушмакпа, калăпăр, магазина пырса кĕрсен, воспитанникĕсен умĕнче сигарет туртсан е тата ытти те _ мĕнле тĕслĕх илччĕр унран. Кирек ăçта та, кирек хăçан та лайăххине _ çыншăн вĕренмеллине _ кăтартмалла учителĕн. Пĕр енĕпе çеç унра кăлтăк палăртăр _ авторитет сỹнет. Шăпах авторитет текенни çамрăк ăрăва çитĕнтерес ĕçре ỹсĕм тума пулăшать. Ача-пăча шантăр, ĕнентĕр аслă юлташне _ вара веçех йĕркеллĕ пулĕ.

_ Пĕтĕмлетỹ кирлех, Роза Семеновна...

_ Çĕр-шывшăн усăллă граждансем çитĕнтерес ĕçре учительсен ашшĕ- амăшĕпе, общественноçпа тачă çыхăнура тăмалла. Пĕрлехи вăйпа, пĕрлехи тĕллевпе пурăнсан халăх вĕрентĕвĕнче çитĕнỹ пулатех!

_ Çапла пултăр!



26 декабря 2025
12:43
Поделиться