Чи лайăххисене палăртнă
ÇĔНĔ çул уявĕ умĕн Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви 2025-çулта чи лайăх ĕçленĕ ялти Культура çурчĕсемпе культработниксене палăртнă. «Чи лайăх Культура çурчĕ» номинацире Карапай Шăмăршă ялĕнчи Культура çурчĕ çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнĕ. «Чи лайăх библиотека ĕçченĕ» ята вара Кивĕ Чукал ял библиотекин заведующийĕ Татьяна Чамеева тивĕçнĕ.