Çемье ăшши çунат хушать
ĔМĔТ-ТĔЛЛЕВЕ пурнăçлама вăй çитерни _ маншăн чи кирли. Йывăрлăха парăнтарма, палăртнине пурнăçа кĕртме вара çывăх çыннăмсен юратăвĕ, çемье ăшши пулăшрĕ, пулăшать те. Атте-аннем пилĕ, тетемпе те йăмăкăмпа туслăхра çитĕнни, хам çине тăни мана пурнăç çулĕ çине хăюллăн тухма çунат хушрĕç.
Виçпỹрт Шăмăршăри Гладковсен кил-йышĕнче воспитани илтĕм эпĕ. Аннем Ирина Валерьевна ял шкулĕнче историпе географи вĕрентрĕ, халĕ _ шкулчченхи «Пилеш» ушкăн воспитателĕ. Аттем Александр Михайлович «Правда» колхозра конюхра вăй хучĕ, халĕ _ «Пилеш» вырнаçнă çуртăн хуралçи. Иккĕшĕ те ĕçчен те тирпейлĕ, пире _ ачисене те _ çак ырă енсене хăнăхтарчĕç. Ĕçре вĕсем ытларах тытăнса тăнăран эпир кил-хуçалăх ĕç-пуçне шак пек туса тăнă. Эпĕ пĕчĕкрен апат хатĕрлеме кăмăллаттăм, аслисем туянса панă электроплиткăпа яшка пĕçереттĕм. Мĕнле ĕçлĕ пулсан та, пирĕн вĕренỹпе кăсăклансах тăчĕç аттепе анне, халĕ те çаплах. 5-мĕшĕнчен 9-класс таран вĕренмешкĕн Шăмăршă вăтам шкулне çỹрерĕм. Ялтан пĕчченччĕ эпĕ. Çĕнĕ вырăна, ют ачасемпе вĕрентекенсене хăнăхма çăмăл пулмарĕ; вĕренỹре вăтам ĕлкĕрсе пытăм.
Шкул хыççăн Шупашкарти апат-çимĕç технологийĕпе коммерци техникумĕнче 4 çул вĕрентĕм. Халĕ вара _ Чăваш патшалăх аграри университечĕн биотехнологипе агрономи факультечĕн 3-курс студенчĕ. «Ỹсен-тăран продукчĕсене туса кăларакан тата ĕçе кĕртекен технолог» специальноçа алла илме хатĕрленетĕп. Бакалавра «хĕрлĕ» дипломпа вĕçлеме шанчăк пысăк: зачеткăра «5»-сем çеç. Обществăлла ĕçсене хутшăнатăп. Университет ирттерекен «Çамрăк сасăсем» конкурсра, наукăпа практика конференцийĕнче çулсерен мала тухатăп, кăçал та çĕнтертĕм. 2025-2026-вĕренỹ çулĕнче РФ Правительстви çĕр-шыври аслă вĕренỹ заведенийĕсен студенчĕсем, курсанчĕсем тата итлекенĕсем хушшинче стипенди парса тăмашкăн йĕркеленĕ конкурсра («Ял хуçалăхĕ тата ял хуçалăх наукисем» ушкăн) çĕнтерỹçĕсен йышне лекрĕм. Çакăнта _ ырми-канми ĕçĕм, ăнтăлăвăм, паллах, атте-аннем хавхалантарăвĕ.
Çапла, кил ăшшипе хỹтлĕхне туйни вăйăма шанма хăват пачĕ, юратнă профессипе çывăхлатрĕ тата хампа пĕр шухăшлă çынпа çемье çавăрма пулăшрĕ (августра качча тухрăм). Çакă мар-и-ха вăл телей тени?
Алина Иванова (Фадеева), Виçпỹрт Шăмăршă _ Шупашкар.