Энергетиксене _ тав сăмахĕ
ÇАК кунсенче энергетиксем хăйсен професси уявне паллă турĕç. «Професси уявĕн кунĕ ячĕпе сире тỹрĕ кăмăлтан ĕçленĕшĕн, яваплăха çирĕп туйнăшăн чĕререн тав тăватăп, _ тенĕ Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин хăйĕн саламлă сăмахĕнче. _ Эсир кунĕн-çĕрĕн ырми-канми тăрăшса пирĕн округа энергипе шанчăклăн тивĕçтеретĕр, çынсен пурнăçне илем кỹретĕр. Пурне те телей, çирĕп сывлăх тата ăнăçу сунатăп!»