Ентешĕмĕре _ пулăшу

Энтĕрьел ялĕн çыннисем пархатарлă ĕç турĕç. Муркаш округĕнчи «Муркашсем _ Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕпе çыхăнса, фронтра усă курмашкăн автомобиль туянма 123,500 пин тенкĕ укçа пухрĕç. Энтĕрьелсемпе муркашсен пĕрлехи ĕçĕ СВОна ямалли транспорт туянма пулăшнă.

Аманнисене эвакуацилеме, апат-çимĕçпе хĕç-пăшал турттарма тата ытти тĕллевпе усă курма палăртнă автомобиль вырăна çитнĕ. Энтĕрьел çамрăкĕ _ Григорий Пугачев тата унăн Муркашри юлташĕ тăракан ротăшăн вăл пысăк çăмăллăх кỹресси куç кĕрет.

Григорипе çарти тусĕсем валли Шăмăршă округĕн администрацийĕ генератор, медикаментсем, ОСБ строительство материалĕ янтăланă. Шăмăршăри «Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕ _ 5 маскировка сечĕ, 5 хỹтлĕх комплекчĕ (унта пончо плащпа пĕр мăшăр гетры, 2 мăшăр ăшă нуски кĕреççĕ), 2 коробка нỹрĕ ал шăлли, 6 мăшăр çăм чăлха, 34 мăшăр ăшă нуски, пĕр коробка консерваци, 2 упаковка минерал шывĕ, Шăмăршă вăтам шкулĕн коллективĕ _ 3 посылка, çырусем, Вячеслав Вашуркин (Энтĕрьел) 6 литр пыл парса янă.

Волонтерсем малашне Энтĕрьелĕн ытти çамрăкне те пулăшу пама шутлаççĕ. _ Тыл пулăшсан _ фронт çирĕп пулĕ, Çĕнтерỹ те хăвăртрах çитĕ, _ теççĕ вĕсем.

В.ЕРЕМЕЕВА, Шăмăршăри «Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕн ертỹçи.



26 декабря 2025
12:38
Поделиться