«Геройсен çемйисем» вокал ушкăнĕ юрлать...

ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕнче «Геройсен çемйисем» вокал ушкăнĕ йĕркеленĕ. Хорта СВО участникĕсен амăшĕсемпе мăшăрĕсем тата çывăх тăванĕсем юрлаççĕ.

_ Эпир округра пурăнакансене Çĕнтерĕве çирĕп ĕненме тата ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăрсене май килнĕ таран пулăшма хавхалантаратпăр. Пирĕн кашни юрă патриотизм туйăмĕпе çыхăннă, _ теççĕ «Геройсен çемйисем» вокал ушкăнне çỹрекенсем.



26 декабря 2025
12:30
Поделиться