Хаклă Вулаканăмăрсем!
Çамрăк ăрăва воспитани парас ĕç кирек хăш саманара та çивĕч тăнă, тăрать те. Çавна шута илсе, районти «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕ икĕ уйăхра пĕр хутчен «Шăнкăртатать Пĕлỹ çăл куçĕ...» ятарлă страница кăларса тăма шут тытрĕ. Тĕллев: ашшĕ-амăшне (вĕсене улăштаракан- сене), воспитательсемпе учительсене (класс ертỹçисене) вĕренỹпе воспитанири опытпа пайланма, кăткăс ыйтусене пĕрле татса пама пулăшасси, шкул выпускникĕсен ăнăçăвне палăртасси, çавна май вĕренỹпе воспитанин обществăри пĕлтерĕшне тата кирлĕлĕхне халăх ăшне хывасси.
Ашшĕ-амăшне (вĕсене улăштаракансене), педагогсене, пурнăç çулĕ çине тăнă çамрăксене сăмах парăпăр. Паллах, вырăссен, чăвашсен тата ытти халăхăн паллă педагогĕсен опытĕнчен илнĕ информаци, ваттисен сăмахĕсем тĕп вырăнта пулĕç, хумхантаракан ыйтусем çине хуравлама та май тупăпăр. Çавна кура çак рубрикăсем кун çути курĕç: «Вĕрентекен сăмахĕ» (ĕç опытĕнчен), «Ылтăн çỹпçерен» (аслă педагогсем _ воспитани çинчен), «Ачамран хакли çук» (ашшĕ-амăшĕн сăмахĕ), «Специалист çапла сĕнет...», «Çын пуласчĕ...» (шкул выпускникĕсен сăмахĕ), «Халăх ăс-хакăлĕ», «Ыйту_ хурав».
Шанатпăр: вулаканăмăрсемшĕн страница питех те вырăнлă пулĕ, ачамăрсемпе мăнукăмăрсенчен чăн-чăн çын, чăн-чăн патриот çитĕнтерме ырă витĕм кỹрĕ.
Округри халăх вĕрентĕвĕн сферинче тимлекенсене, ашшĕ-амăшне, пурнăç çулĕ çине çирĕп тăнă гражданăмăрсене çак кăларăма кун çути кăтартмашкăн тỹпе хывма ыйтатпăр. Пĕрлехи ĕç вара хăйĕн «çимĕçне» кỹретех. Шăнкăртаттăр Пĕлỹ çăл куçĕ..
Ырă сунса _ кăларăмшăн яваплă Зинаида СВЕКЛОВА редактор.