Хастаррисене _ награда

Шупашкарти 5-мĕш гимназире республикăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вĕренỹ учрежденийĕсен советникĕсем 2025-çулхи ĕçе пĕтĕмлетнĕ. Семинара Шăмăршă округĕнчи шкулсен советникĕсем те хутшăннă.

«Ачалăх навигаторĕ» проекта ăнăçлă аталантармашкăн пысăк тỹпе хывнăшăн тата эффективлă ĕçленĕшĕн округ администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политики пайĕн информаципе методика центрĕн методистне Лидия Гордеевăна, Анат Чаткас тĕп шкулĕн советникне Галина Лукияновăна «Раççейри ачасемпе çамрăксен центрĕ» федерацин патшалăх бюджет учрежденийĕн Тав çырăвĕпе чысланă. Палтиел вăтам шкулĕн советникне Вероника Головинскаяна _ ЧР Вĕренỹ министерствин, Васан тĕп шкулĕн советникне Ольга Красновăна Пĕтĕм Раççейри «Ачалăх навигаторĕсем» программăн Чăваш Енри ресурс центрĕн Тав çырăвĕсем тивĕçнĕ.

Пултаруллă педагогсене ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх сунатпăр. Çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçре вĕсен малашне те пысăк çитĕнỹсем тумалла пултăр.

З.Воробьева.



26 декабря 2025
13:19
Поделиться