Хĕл Мучи саламĕсем

Çитрĕм эпĕ Шăмăрша,

Юрласа та шăхăрса.

Çĕнĕ çул уявĕпе

Саламлатăп эп сире!

Анат Чаткасри Елена Пондякова фермер хуçалăхĕн механизаторне Николай ИЛЬИНА

«Хурçă ут» кĕрленĕ май

Савăнать халь Николай.

Ылтăн тырă _ кĕлетре,

Чыс, мухтав ĕçчен Сире!

Пуянкасси ялĕнчи Надежда УГАРИНА фермерпа унăн мăшăрне Сергей УГАРИН инженера

«Угаринсем _ ялан малта», _

Çапла калаççĕ-çке ялта.

Сергейпе Надеждăна

Сунатăп ыррине кăна!

Виçпỹрт Шăмăршăри «Победа» ООО генеральнăй директорне Виктор АЛЕКСЕЕВА

«Эсĕ _ чăн-чăн хресчен пек!» _

Çапла калĕччĕ Илпек.

Ахалех юхмарĕ тар _

Ĕçре тупрăн пархатар.

Кивĕ Чукалти Культура çурчĕн заведующине Валерий МАНДРЮКОВА

Юрласассăн кивĕчукалсем _

Тĕлĕнсе тăраççĕ ыттисем.

Эх, маттур эс, хаклă Валери _

Малашне те парне илер-и?

Шăмăршă район тĕп больницин медицина сестрисене Ирина Моисеевăпа Зоя НАДЮКОВĂНА

Ялан _ ăшă кулăпа,

Эмелпе те сăмахпа

Чирлисемшĕн тăрăшатăр.

Эп калап сире: «Вăй патăр!»

Шăмăршă вăтам шкулĕнчи ют чĕлхесен учительне Светлана ЖИЛКИНĂНА

Ачасем юратаççĕ Сире,

Çавăнпах пуль, савăнать чĕре.

Пурнăçа халалланă шкула,

Илĕртмен Сире нихçан хула.

Тăван ял илемне юратса

Пурăнсамăр ялан савăнса!

Ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли хỹтĕлев сетки çыхакан тата гуманитари пулăшăвĕ хатĕрлекен ĕçчен те хисеплĕ хĕрарăмсемпе хĕрсене

Тав тумашкăн çитеймĕ сăмах:

Тăрăшатăр эсир яланах.

Эсир пур тăк, ĕç пырать хĕрỹ,

Çывхарать кунсерен Çĕнтерỹ.

Çирĕп шанăç пулсан чĕрере

Мир хĕвелĕ çутатĕ пире!

Хĕл Мучипе пĕрле Ив.САЛАНДАЕВ саламланă.



26 декабря 2025
13:23
Поделиться